Ҫутҫанталӑк
![]() Андрей Петров REGNUM валли тунӑ сӑнӳкерчӗк Канаш хулинче чӗрӗ тирекрен кӳлепе ӑсталаҫҫӗ. Пӗрре пӑхсан, тем мар тейӗн: илемлӗ йывӑҫ палӑк. Анчах хулара пурӑнакансен пӗр пайӗ вырӑнти пуҫлӑхсен ку пуҫарӑвне хӑйне евӗр йышӑннӑ. Ҫутҫанталӑкран мӑшкӑллани евӗрех туяҫҫӗ вӗсем. Палӑка ҫавӑрма вырӑнтисем ватӑ, анчах чӗрӗ тирексене шут тытнӑ. Хула ҫыннисем ҫав йывӑҫсем мамӑк вӗҫтерсе лараҫҫӗ тесе маларах пӑшӑрханнӑ-мӗн-ха. Тен, ҫавӑнпах пулӗ ӗнтӗ хуларисем йывӑҫӑн турачӗсене иртсе пӑрахнӑ. Хитре мар курӑнса лараканскерсене каярах палӑка ҫавӑрма тытӑннӑ. Шучӗпе кашни йывӑҫ пӗрер уйӑха палӑртмалла. Касса скульптура тунӑ йывӑҫ хальлӗхе чиперех курӑнать-ха. Анчах тымарӗ хӑрса типмен тирекрен ӑсталанӑ йывӑҫ палӑк ҫуркунне епле пулассине вӑхӑт кӑна кӑтартса парайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Пӗтӗм Раҫҫейри общество шухӑшне тӗпчекен центр черетлӗ ыйтӑм ирттернӗ. Хальхинче вӗсем ҫӗршывра пурӑнакан ҫынсем шалуран «хура кун» валли укҫа уйӑрнипе уйӑрманнине тӗпченӗ. Ыйтӑм пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, Раҫҫейре пурӑнакансен 1\3 пайӗ «хура кун» валли укҫа уйӑрса хумасть. Респондентсен 27 проценчӗ укҫа пухать: тен, ӗҫрен кӑларса ярӗҫ? Ҫавӑн чухлех процент укҫа уйӑрса хумасть, мӗншӗн тесен вӗсем пачах ӗҫлемеҫҫӗ. Ыйтӑма хутшӑннисен 11 проценчӗ хальлӗхе «хура кун» валли нухрат уйӑрмасть, анчах ҫитес вӑхӑтра вӗсем ҫакна тума пуҫласшӑн. Ҫӗршыври ҫынсен 50 проценчӗ ӗҫрен кӑларса ярсан теприне ҫӑмӑллӑнах тупассине пӗлтернӗ. Тепӗр пайӗ ӗҫ шырасси йывӑррине палӑртнӑ. Ыйтӑма утӑ уйӑхӗн 16-17-мӗшӗсенче ҫӗршыври 130 ял-хулара ирттернӗ. Унта 1600 ҫын хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӑҫал ҫын пуйӑс айне лекнӗ тӗслӗх иккӗмӗш хут пулнӑ. Хальхинче «Ҫӗмӗрле — Вӑрнар» перегонра ватӑ хӗрарӑм сарӑмсӑр вилнӗ. Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре 80 ҫулти хӗрарӑм пассажир пуйӑсӗ айне лекнӗ. Вӑл инсульт пулнӑ хыҫҫӑн ӑс-тӑнне ҫухатнипе аптӑрани паллӑ. 1934 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм пуйӑс ҫӳрекен вырӑна мӗнле лекнине хальлӗхе никам та пӗлмест. «Мускав — Йошкар-Ола» маршрутпа ҫӳрекен пассажир пуйӑсӗ айне лекнӗ кинемей Вӑрнар районӗнчи пӗр ялта пурӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри аслӑ вӗренӳ шкулӗсенче йышӑну кампанийӗ вӗҫленнӗ. Тӳрех палӑртмалла: кӑҫал республикӑра аслӑ шкулсен шучӗ чакнӑ. Пӗлтӗр 15 заведени пулнӑ, кӑҫал — 12 ҫеҫ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗ, Раҫҫей патшалӑх вӑй-хал культурин, спорт, ҫамрӑксен тата туризм университечӗ, Питӗрти патшалӑх экономика университечӗ хӑйсен алӑкне уҫман. Ҫав вӑхӑтрах аслӑ шкулсенче тӳлевсӗр майпа вӗренмелли вырӑнсен хисепӗ ӳснӗ. Кӑҫал вӑл 3486-па танлашнӑ, пӗлтӗр вара 3214 пулнӑ. Тӳлевсӗр майпа вӗренме кӗрес тесе 15,4 абитуриент ыйту ҫырнӑ. Ҫапла майпа 1 вырӑна 7,3 ҫын лекнӗ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра тӳлевсӗр вӗренес текенсем нумайрах. Унта пӗр вырӑна 11 ҫын лекнӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вара пӗр тӳлевсӗр вырӑншӑн 8,3 ҫын кӗрешнӗ. Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче пӗр вырӑна 3,8 ҫын лекнӗ. Кӑҫал техника специальноҫӗсене суйлакан ытларах пулине те палӑртса хӑвармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Тунтикун, ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарта самаях вӑйлӑ ҫил пулнӑ. Ун чухне йывӑҫсем те ӳкнӗ, электричество пралукӗсем те сиенленнӗ. Асар-писер ҫанталӑка пула тӗп хулари хӑш-пӗр ҫуртра пурӑнакансем ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Сосновка поселокӗнче вӑйлӑ ҫиле пула йывӑҫ шӑпах электролини ҫине тӳннӗ. Ҫакна пула ҫынсем пӗр сехет ытла ҫутӑсӑр ларнӑ. Шупашкарти Щорс урамӗнче те йывӑҫ электропралук ҫине йӑтӑнса аннӑ. Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пралуксене пӗр сехетрех юсанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Марат Никитин режиссер «Атӑл» киностуди ӗҫченӗсем ҫанӑ тавӑрсах тӑрӑшаҫҫӗ. Тин кӑна вӗсем «Хорло» фильм ӳкерсе пӗтерчӗҫ. Хастарсем тепӗр картина ӳкерме палӑртнӑ. «Фуга» ятлӑ фильма та, «Хорло» пекех, Чӑваш Енре ӳкерӗҫ. Ку ӗҫе авӑн уйӑхӗнче пуҫӑнӗҫ. Чӑваш Енре пурӑнакансен массӑллӑ сценӑсене хутшӑнма май пур. Матвей Безродных хӑюллӑ утӑм туса ӑнсӑртран пуриншӗн те тӗслӗх пулса тӑрать. Анчах унӑн пурнӑҫӗнчен хура йӗр пур, ун пирки вара никам та пӗлмест. Ҫакнашкал сюжет пулӗ. Ӑна сценари авторӗсем драма тесе палӑртнӑ. «Фуга» — тӑнне ҫухатнӑ ҫын пирки, вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен ток-шоура пӗлет. Фильм тӑршшӗпех вӑрттӑнлӑх пытанни куракана тыткӑнлӗ. Фильм режиссерӗ — Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Марат Никитин. Фильмри тӗп сӑнарӑн психологи ваййи выляма тивет. Актерсене суйланӑ ӗнтӗ. Унта Мускаври паллӑ актерсем те вылӗҫ. Ӳкерӳ Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкарта тата Етӗрнере иртӗ. Сӑмах май, Марат Никитин кӗске метражлӑ «Никита» фильма та Чӑваш Енре ӳкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Ҫӗнӗ Кипеҫри савут кӑларакан сыр Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Кипеҫре вырнаҫнӑ «Изамбаевский» тулли мар яваплӑ общество Чӑвашран тарнӑ. Ку предприяти темиҫе тӗрлӗ сыр кӑларать, унӑн ассортиментӗнче услам ҫу та пур. Ура ҫинче ҫирӗп тӑракан ҫак предприяти хӑйӗн производствине тата аталантарасшӑннине шута илсе ӑна Пӗчӗк тата вӑтам бизнеса аталантарассипе ӗҫлекен федераци корпорацийӗ те нумаях пулмасть укҫа уйӑрма пулнӑччӗ. 1999 ҫултанпа тӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пынӑ общество нумай пулмасть регистраци вырӑнне ылмаштарнӑ. Халӗ унӑн юридици адресӗ — Чулхулара. Производствӑна Каҫал тӑрӑхӗнчех тытса тӑрсан та адреса кӳршӗллӗ регионта регистрациленнине савут пуҫлӑхӗ Вадим Агамирян ҫӑмӑллӑхлӑ кредит илейменнипе, тӗрӗслевпе надзор органӗсем вӗҫӗм аптӑратнипе ҫыхӑнтарнӑ. Икӗ ҫул ҫурӑра налукҫӑсем кӑна 16 хутчен тӗрӗсленӗ иккен. Вырӑнти сыр савучӗ урӑх регионта регистрациленнине Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин вӑл тӑрӑхра паян пулнӑ Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева пӗлтернӗ. Республика ертӳҫи ку тӗслӗхе тӗрӗслевпе надзор органӗсемпе, район администрацийӗпе тата усламҫӑпа хӑйӗнпе пӗрле тӗплӗн тишкерме чӗнсе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Наци вулавӑшӗпе ҫыравҫӑсем социаллӑ партнерсем пулса тӑнӑ Чӑваш наци вулавӑшӗпе республикӑри Профессилле ҫыравҫӑсен союзӗ социаллӑ партнерлӑх пирки хут ҫырсах ҫирӗплетнӗ. Енсем ҫак документа ӗнер алӑ пуссах ҫирӗплетнӗ. «Савӑнӑҫлӑ пулӑм» (енсем алӑ пуснине республикӑн Культура министерстви ҫапла хакланӑ) Наци вулавӑшӗнче ӗнер пулса иртӗ. Унта ҫыравҫӑсем, вулавӑш ӗҫченӗсем тата журналистсем хутшӑннӑ. Хута ЧР Наци вулавӑшӗн пуҫлӑхӗ Светлана Старикова тата Профессилле ҫыравҫӑсен союзӗн ертӳҫи Геннадий Максимов алӑ пуснӑ. Туслӑ ҫыхӑнӑва хут ҫине куҫарни наци кӗнекине сарма регионсем хушшинчи конференцисемпе семинарсем, республикӑри фестивальсемпе конкурссем, ҫыравҫӑсемпе тӗлпулусем, литература каҫӗсем малашне те ирттерессине пӗлтерет. Ятарлӑ тӗллевлӗ программӑсем, ҫавӑн йышши ытти мероприяти ирттересси пирки те шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Панкрута тухас шут тытнӑ "Роспан" обществӑн унчченхи реклами Ҫӗнӗ Шупашкарти «Юханшыв бульварӗ» микрорайонта хваттерлӗ пулма ӗмӗтленекен 500-е яхӑн ҫын хваттерсӗр тӑрса юлас хӑрушлӑх пур. Асӑннӑ районта микрорайон ҫӗклекен «Роспан» тулли мар яваплӑ общество хӑйне хай панкрута кӑларасшӑн. Капла шухӑш тытнӑскер Чӑваш Енӗн Арбитраж судне тавӑҫпа тухнӑ, унта вӑл хӑйне панкрута кӑларма ыйтнӑ. Тавӑҫа стройфирма ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче суда ҫитернӗ. Ҫӗнӗ микрорайонта ҫӗкленекен ҫурт-йӗре 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗнчех хута ямалла пулнӑ. Халӑхран укҫа пухнӑ пулин те подряд организацийӗ ӗҫе халӗ те вӗҫне ҫитермен. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче «Роспан» пайташӗ республикӑн правительствин ларӑвӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Юханшыв бульварӗ» микрорайона ҫитес виҫӗ ҫулта хута яма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Тӑван республикӑмӑрӑн уй-хирӗнче вырма малалла пырать. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви ӗнерхи кун тӗлне пухнӑ цифрӑсене ӗненсен, пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 186,7 пин гектар ҫинчен 455,9 пин тонна ҫапса тӗшӗленӗ. Ҫапла вара хресчен ака лаптӑкӗн 64,5 процентне вырса илме ӗлкӗрнӗ. Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк районӗсенче тӗштырӑна 80 процент ытла вырнӑ. Кашни гектартан тухакан вӑтам тухӑҫ кӑҫал пӗлтӗрхинчен пысӑкрах: хальлӗхе 24,4 центнера ларса пырать (пӗлтӗрхи кӑтарту — 20,6 ц). Вӑрнар районӗнче тухӑҫ вӑтамран 30,1 центнер тухать. Тепӗр хуҫалӑхсенче ир пулакан ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ, пахчаҫимӗҫ ҫинче ӗҫлеҫҫӗ. Кӗрхисем валли Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ районсенче планпа пӑхнинчен ытла лаптӑк ҫӗр сухаласа хатӗрленӗ. 11 районта кӗрхисене акаҫҫӗ. Хальлӗхе 2 пине гектар ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |