Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.0 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Шупашкарта пурри Патӑрьелти Ҫӗньяла ҫитӗ-и?

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Сутатӑп Арека пальма
Аçтахар Плотников 06.12.2017 11:50 | 427 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Ҫӗньялти шкул
Ҫӗньялти шкул

Пирӗн пата хыпар ҫитрӗ — Геннадий Айхи ҫуралса ӳснӗ Ҫӗньел ялӗнче «Г. Айхи урамӗ» ҫырнине хӑйпӑтса илсе «Ленин урамӗ» ҫине улӑштарнӑ. Ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тесе эпир Ҫӗньял ял тӑрӑхне ҫырупа тухрӑмӑр.

Юрий Васильевич Самарин пире «Г. Айхи урамӗ» тесе ҫырни хӗрринчи пӗр пӳрт ҫинче чӑнах та пӗр хушӑ ҫакӑнса тӑни пирки пӗлтерчӗ. Анчах та ку официаллӑ йӗркепе тунӑ ӗҫ пулман, сӑвӑҫӑн ҫывӑх юлташӗсен пуҫарӑвӗ ҫеҫ. 2006 ҫулти хыпарсене тишкернӗ май (эпир тӗрлӗ ҫӑлкуҫсене асӑрхарӑмӑр) поэта хисеплесе унӑн ятне урам ячӗсенче ӗмӗрлетес тӗлӗшпе сӗнӳсем тӑратнине асӑрхарӑмӑр. Вӑл ҫул, поэт пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлнӑ чухне, тӑван ялӗнче те, Шупашкарта та Геннадий Айхи ятне урамсене пама йышӑннӑ. Шупашкарта ку ӗҫ пурнӑҫланнӑ — паллӑ сӑвӑҫ ятне проспект тивӗҫнӗ.

«Урам ятне улӑштарасси хыпар-хӑнар шайӗнче ҫеҫ пулнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен официаллӑ хутсенче кун пирки ҫырнине тупаймарӑмӑр», — хуравларӗ Юрий Васильевич. Ҫавах та Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ҫак ыйтӑва ҫӗнӗрен ҫӗклеме шантарчӗ: «Эсир ку ыйтӑва хускатнӑ хыҫҫӑн урам ятне Г. Айхи ячӗпе хисеплентерес ыйтӑва Ҫӗньял ял депутачӗсен ҫитес ларӑвӗнче пӑхса тухма палӑртрӑмӑр, ҫак урамра пурӑнакансене пухса калаҫас шухӑш патне пырса тухрӑмӑр».

Каласа хӑварас пулать, Ҫӗньял ялӗ пачах та Геннадий Айхи ячӗсӗр мар. Хальхи вӑхӑтра вырӑнти шкул, сӑмахран, унӑн ячӗпе хисепленет.

#Ҫӗньял, #Патӑрьел районӗ, #шкулсем, #тӳре-шара, #Шупашкар, #ҫырусем, #Ҫӗньял ял тӑрӑхӗ, #астӑвӑм

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Кӗлленӗ ҫурт вырӑнӗнче палӑк лартасшӑн
2017, 05, 30
Гладков урамӗнчи шкул хута кайӗ-ши?
2017, 07, 24
Ватӑ юман тавра вӑйӑ картине тӑнӑ
2017, 08, 10
11 ҫулхи ачана халь те шкула вырнаҫтарайман
2017, 09, 06
Ту хысакӗ ҫине хӑпарассипе тупӑшнӑ
2017, 11, 13

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org