Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.0 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Спорт: Хӗрарӑмсем Элтепер парнисемшӗн кӗрешнӗ

Паллашу 45-50 ҫулсенчи арҫынпа паллашатӑп. Аслӑ пӗлӳллӗ, вӗрентекен пулса ӗҫлетӗп.
Сутатӑп Алӑпа тунӑ ҫӗнӗ ача сӑпки сутатӑп.
Пулӑшу (Услуги) Хваттерте ремонт ӗҫӗсем тӑватӑп, плитка хуратӑп.
Таисия Ташней 06.12.2017 08:47 | 304 хут пӑхнӑ
Спорт

Ӗнер «Шупашкар Арена» пӑр керменте Чӑваш Ен Элтеперӗн парнисемшӗн хӗрарӑмсем ирӗклӗ майпа кӗрешнӗ. Раҫҫей кубокӗн шайӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑнакансен республика ертӳҫи Михаил Игнатьев саламланӑ. Уҫӑ мелпе йӗркеленӗскере Эстонирен, Казахстанран, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчен, Монголинчен, Испанирен тата хамӑр ҫӗршывран пуҫтарӑннӑ 147 спортсмен, вӗсенчен ҫиччӗшӗ — хамӑр республикӑран, хутшӑннӑ. Вӗсем 8 ушкӑнра кӗрешнӗ.

Элтепер ҫак кунсенче ҫеҫ Шупашкарта Ирӗклӗ мелпе кӗрешекен хӗрарӑмсен тӗнче кубокӗ пысӑк шайра иртнине аса илтернӗ.

58 килограмчченхи виҫере ӑмӑртса бронза медале Шупашкарти 5-мӗш спорт шкулӗнче вӗренекен, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУри физкультура факульетчӗн студентки, Ҫӗрпӳ район хӗрӗ Анастасия Яковлева тивӗҫнӗ. Канаш районӗнче ҫуралнӑ Надежда Федорова 48 килограмлӑ виҫере кӗмӗл медальлӗ пулнӑ. Канаш районӗнчи Шӑхасанта ҫуралнӑ, халӗ Брянск тӑрӑхӗнче пурӑнакан Алина Морева та виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.

#спорт, #ӑмӑртусем, #Элтепер, #Шупашкар, #Кубок, #Канаш районӗ, #Шӑхасан, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Брянск

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Канаш хӗрӗ бронза медале тивӗҫнӗ
2016, 12, 11
Муртузалиев Игнатьева ҫамрӑк та яштакишӗн ырланӑ
2016, 12, 12
Шӑхасанта ют ҫӗршыв ҫыннисене тытса чарнӑ
2017, 04, 07
Ту хысакӗ ҫине хӑпарассипе тупӑшнӑ
2017, 11, 13
Шупашкарта ют ҫӗршыв хӗрарӑмӗсем кӗрешеҫҫӗ
2017, 12, 02

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org