Ҫурт-йӗр
![]() 63-мӑш маршрут ҫак ҫулпа ҫӳрӗ Шупашкарти 63-мӗш маршрута тунтикунтан, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен, Шупашкарти аш-какай комбиначӗ таран ҫӳреме тытӑнӗ. Вӑл Лапсар, Канаш шоссипе хутлама тытӑнӗ. Капла йышӑнӑва авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗн транспорт сетьне аталантарас тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх енӗпе ӗҫлекен комиссире йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне тепӗр ҫӗнӗлӗх те пур. «АККОНД» акционерсен обществинчен Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сокол» хоккей клубӗ таран 138-мӗш номерлӗ автобус ҫӳреме пуҫлӗ. Ку рейспа икӗ автобус ҫӳреттерме тытӑнӗ, виҫҫӗмӗшӗ резерв вырӑнӗнче пулӗ. Хальхи вӑхӑтра республикӑн Транспорт министерстви ку маршрутпа турттарма килӗшекене шырать. Автобуссем Шупашкартан 22 сехет те 30 минутра тата 22 сехет те 40 минутра хускалмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Владимир Егоров радиожурналист (сулахайри) Чӑваш Енри журналистсем Раҫҫейри конкурссенче ҫӗнтернине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах та пӗлтернӗччӗ-ха. Утӑ уйӑхӗнче «Патриот России» (чӑв. Раҫҫейӗн патриочӗ) Раҫҫейри XV конкурса пӗтӗмлетнӗччӗ те унта республикӑри икӗ журналист палӑрнӑччӗ. Вӑл вӑхӑтра «Республика» хаҫатра ӗҫленӗ Эрбина Никитина журналист, философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ унта «Служу Отечеству» (чӑв. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлетӗп) номинацире «Хаҫат» категорире ылтӑн медале тивӗҫрӗ. Чӑваш телерадиокомпанийӗн редакторӗн Анастасия Акшарован радиопрограммине кӗмӗл медальпе хакланӑччӗ. Халӗ вара «Моя земля — Россия» (чӑв. Манӑн ҫӗр — Раҫҫей) пӗтӗм Раҫҫейри конкурсран Чӑваш Енӗн Наци радиовӗн журналисчӗ Владимир Егоров «За лучшее освещение развития малого предпринимательства и кооперации на селе» (чӑв. Пӗчӗк предпринимательлӗхе тата ялта кооперацие аталантарнине чи лайӑх ҫутатни) номинацире ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Андрей Чемышев тӑлмача хӑтлать Кӳршӗри Мари Эл республикинче паян «Яндекс.Переводчик» валли хатӗрленӗ ҫармӑс чӗлхин версине хӑтларӗҫ. Ӑна В.М. Васильев ячӗллӗ Мари Элти чӗлхе, литература тата историн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ тата республикӑри «Ҫармӑс чӗлхи тата компьютер технологийӗ» ҫармӑс культурин центрӗ йӗркеленӗ. Ӗҫе Андрей Чемышев хатӗрленӗ. Хӑтлавӑн тӗп пайне вӑлах ертсе пычӗ те. Хӑй тӗллӗн куҫаракан тӑлмача хатӗрлекен ӑна мӗнле ӑсталани пирки каласа пачӗ. Ӗҫӗ вӗсем кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче пуҫӑннӑ. Унсӑр пуҫне тата виҫӗ ҫын хутшӑннӑ. Авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вара, виҫӗ уйӑхран, «Яндекс.Переводчикра» бета-верси хатӗр пулнӑ та. Хальхи вӑхӑтра вӗсем асӑрханӑ кӑлтӑксене пӗтерес тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Тӑлмачӑн бази валли ытларах пайӗпе театрсенче усӑ куракан синхронлӑ куҫарусемпе усӑ курнӑ. Ҫавӑн пекех словарьсен электронлӑ варианчӗсемпе талмачӑн ӗҫне лайӑхлатнӑ. Малалла кӳршӗсем ҫармӑс чӗлхин корпусне хатӗрлеме пуҫласшӑн. Унта вӗсем тӗрлӗ текстсене кӗртесшӗн, ӑна чӗлхеҫӗсене пулӑшма пурнӑҫласшӑн. |
Персона
![]() Вӑрнар районӗнчи Кӳлхӗрри ялӗнче пурӑнакан Елизавета Егоровна Родионова 100 ҫул тултарнӑ. Юбиляр хӑйӗн ӗмӗрӗнче чылай терт-нуша курнӑ. Елизавета Егоровна Октябрь революцийӗччен ҫуралнӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи йывӑрлӑха та чӑтса ирттернӗ. Елизавета Родионова мӑшӑрӗпе пӗрле 5 ачана тивӗҫлӗ воспитани панӑ. Шел те, халӗ вӗсенчен 3-шӗ ҫеҫ пурӑнать. Мӑшӑрӗ те ку тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Елизавета Егоровна тек качча кайман. Вӑл ачисене ӳстернӗ, хуҫалӑх тытса пынӑ. Вӑл ӗмӗрӗпех колхозра тар тӑкнӑ. Юбилейпе саламламашкӑн тӑванӗсем кӗрекене пухӑннӑ. Чиновниксем те пӗр ӗмӗр хыҫа хӑварнӑ кинемее саламланӑ: чечек ҫыххи тата Владимир Путин янӑ ҫырӑва тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта 13-ри хӗрача тата 10 ҫулти арҫын ача ҫемье ӑшшине туйса ӳсесшӗн. Вӗсен ашшӗ ҫук, амӑшӗ вара — тӗрмере. Нумаях пулмасть хӗрарӑма амӑшӗн правинчен хӑтарнӑ. Ачасен тӑванӗсем те ҫук, ҫавӑнпа Ҫӗнӗ Шупашкарти опекӑпа попечительлӗх органӗ ачасем валли ҫемье шырама тытӑннӑ. Хӗрача 8-мӗш класра вӗренет, арҫын ача — тӑваттӑмӗшӗнче. Хӗрача лайӑх ӗлкӗрсе пырать, математикӑпа вырӑс чӗлхине уйрӑмах килӗштерет. Вӑл ачасемпе хутшӑнма яланах хавас, ҫавӑнпа вӑл воспитатель пуласшӑн. Арҫын ача ҫемҫе кӑмӑллӑ. Вӑл футболла выляма, ӳкерме юратать. Ачасем ҫемье тупасшӑн, ашшӗ-амӑшӗн ӑшшине туясшӑн, анчах иккӗшӗ пӗрле… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Владимир Владимирович 64 ҫул тултарнӑ. Паян ҫӗршыв ертӳҫи нимӗнле официаллӑ мероприятие те хутшӑнмасть. Ҫапах, унӑн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков каланӑ тӑрӑх, Владимир Владимирович паян телефонпа ӗҫпе калаҫнӑ. Кӑҫал Владимир Путин ҫуралнӑ кунне тӑванӗсемпе, ҫывӑх ҫыннисемпе тата юлташӗсемпе паллӑ тӑвать. Кунсӑр пуҫне ҫӗршыв пуҫлӑхне ытти ҫӗршыв ертӳҫисем шӑнкӑравласа саламланӑ. Тӗслӗхрен, Беларуҫ пуҫлӑхӗ Александр Лукашенко ӑшӑ сӑмахсем каланӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр Владмир Путин ҫуралнӑ кунне Сочири Олимп паркӗнче паллӑ тунӑ. Вӑл ун чухне паллӑ спортсменсемпе, политиксемпе, усламҫӑсемпе хоккейла вылянӑ, хапхана 7 шайба кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Йӗпреҫре нумай хваттерлӗ ҫурт ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап контейнерӗ патӗнче тилӗ виллине тупнӑ. Вырӑна ветеринари специалисчӗсем ҫитнӗ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, тилӗ вилли унта авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнченех выртнӑ. Специалистсем контейнер ҫывӑхӗнче пӑхса ҫаврӑннӑ. Тилӗ виллине перӗннӗ ҫынсене, чӗрчунсене тупман. Унтан вилене республикӑри ветеринари лабораторине илсе кайнӑ. Вӑл урнӑ чирпе чирлени палӑрнӑ. Ҫакна пула Йӗпреҫ поселокӗнче карантин палӑртнӑ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Урнӑ чире тата тупса палӑртмасан карантин икӗ уйӑха тӑсӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Ҫыннӑн 21 ҫул тултариччен хӑрушлӑх туйӑмӗ ҫук. Вӑл вилме пултарасси пирки шухӑшламасть. Ҫавӑнпа эпир водитель правине 21 ҫултан ҫеҫ пама юрани пирки калатпӑр», — ҫапла каланӑ РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствин психиатри енӗпе штатра тӑман специалисчӗ Зураб Кекелидзе. Кун пирки вӑл журналистсене юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Хальлӗхе ку тӗлӗшпе саккун проектне хатӗрлени пирки сас-хура ҫук. Тӗлӗнмелле те, нумаях пулмасть Патшалӑх Думине пачах урӑхла сӗнӳ ҫитнӗ: водитель правине 16 ҫултан памалла имӗш. Анчах унпа юнашар 3 ҫул каялла права илнӗ водитель лармалла. Пӗччен ҫӳрекенсене штрафлама сӗннӗ: 2,5-3 пин тенкӗлӗх. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() РФ ШӖМӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмӗ 1930 ҫулта ҫуралнӑ Николай Семенова шырать. Ватӑскер килтен авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тухса кайнӑ та ку таранччен те таврӑнман. Арҫын 85 ҫулти пек курӑнать, 150 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке. Вӑл кӑвак плащ, кӑвак трико, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Пуҫӗнче — хура сӑран карттус. Николай Иванович аран утать. Вӑл аташса каять, нимӗн те илтмест. Ӑна куракансене 89276657705 е 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Психика сывлӑхӗн пӗтӗм тӗнчери кунӗ пулӗ. Ҫавна халалласа республикӑра паян тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ. Вӗсенчен пӗрине И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн тӗп корпусӗ тӗлӗнче йӗркеленӗ. «Психологический десант: время избавиться от стресса» (чӑв. Психологи десанчӗ: стресран хӑтӑлма вӑхӑт) ятлӑ акци 11 сехет те 30 минутран пуҫласа 13 сехетчен тӑсӑлнӑ. Ун вӑхӑтӗнче кирек кам та кӑмӑл-туйӑма еплине, астуса юласлӑха тата ыттине тӗрӗслеттерме пултарнӑ. Медицина психологӗ пур сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенче паян ирхи 10 сехетрен 13 сехетчен психика сывлӑхне ҫирӗплетмелли тренингсем йӗркеленӗ. Унта пациентсем кӑна мар, тухтӑрсем те хутшӑннӑ. Ыран 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен Республикӑри психиатри пульницин диспансери уйрӑмӗсенче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.06.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чернышова Юлия Тимофеевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронова Зинаида Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, паллӑ алӗҫ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |