Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Шупашкарта чӑвашла калаҫсан Китая кайма сӗннӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 21.12.2017 20:01 | 2473 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Николай Плотников
Николай Плотников

«Чӑваш халӑх сайчӗ» электронлӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗн тӗп редакторӗ тӗлӗнмелле пӑтӑрмаха лекнӗ. Аҫтахар (Николай) Плотников паян, раштавӑн 21-мӗшӗнче, Шупашкарти Вокзалҫум урамри 1А адреспа вырнаҫнӑ ҫурта ЕТК (пӗрлехи транспорт картти) ҫине укҫа хума кӗнӗ. Ҫавӑнта ларакан хӗрарӑма Чӑваш Республикин тӗп хулинче клиент хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗн чӗлхипе, чӑвашла, калаҫни тарӑхтарнӑ.

«Саккун ирӗк панӑ тӑрӑх эпӗ унта ларакан хӗрарӑмпа калаҫӑва чӑвашла пуҫларӑм. Вӑл вара мана ҫакӑншӑн тем те пӗр каласа пӗтерчӗ, чӑвашла калаҫса эп каппайланса ҫӳретӗп, ЕТК карточки ҫине укҫа хума чӑвашла ыйтни ӑна хисеплеменни пулать терӗ. Ку ҫеҫ те мар, чӑвашла калаҫнӑшӑн вӑл мана Китая куҫса кайма ыйтрӗ», — тесе пӗлтернӗ Николай Плотников Шупашкар троллейбус управленийӗн пуҫлӑхӗ тата Чӑваш Енӗн транспорт министрӗ ячӗпе шӑрҫаланӑ ҫырура.

Тӑван республикӑра тӑван чӗлхепе калаҫнишӗн хӑртса пӗтернӗ хӗрарӑма ӗҫрен хӑтармах ыйтнӑ.

Ҫырӑва янӑ хыҫҫӑн тепрер сехетрен Аҫтахар Плотников Троллейбус управленийӗнчен шӑнкӑравланине, унта вӗсем ЕТКшӑн яваплӑ маррине пӗлтернине систерчӗ. Чӑн та, ЕТК — уйрӑм организаци, апла пулсан пӑтӑрмах пирки унта ӑнлантарассине кӗтме тивӗ.

#МИХсем, #ҫӑхавсем, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #пӑтӑрмахсем, #Транспорт министерстви

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимĕр Акташ // 4019.00.7949
2017.12.22 16:14
Çак çич ютран килнĕ усал майрисемпе çынсем Шупашкарта тахçан пулнă. Эпĕ, ача чух, 1957-мĕш çултан, чăваш ялтан Шупашкара куçса килнĕ хыççăн, çак усал сăмахĕсене нумай илтрĕм. Хамăр патшалăх çуккипе пире çапла шовинистсем хамăр республикара кÿрентереççĕ. Аçтахара ăна çак майра мăшкăл сăмахсене каланăшăн юридици явап тыттарма сĕнетĕп.
Ĕлĕк, 1990-мĕш çулсенче, Шупашкарта Пил Тымарлан чăваш юрист çакна пĕр лавкка майри сутуçăна юридици тăрăх явап тыттарнă. Хаçатсенче çак пăтăрмах çинчен сахал мар пĕлтернĕ.
Хăватлăар // 3784.29.3720
2017.12.24 23:12
Апсуртлă япала. Мĕнле херарăм пульче ку. Хамăнта кайса клаçса илмĕлле пулмалла унпа тăван чĕлхипĕ.
Алтак // 3335.84.0120
2017.12.25 18:15
Чӑваш шкулӗсем, гимназийӗсем пулмалла, ҫавӑнтан кӑна хисеплеме пуҫлӗҫ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем