Тӗлӗнмелле пек те, анчах Чӑваш Енре пурӑнатпӑр пулин те чӑвашла ҫырнӑ баннерсене, стендсене, учрежденисен ячӗсене курсан ачалла хӗпӗртетпӗр. Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫӗнче нумаях пулмасть уҫнӑ культура ҫуртне аякран курӑнмалла пысӑк саспаллисемпе тӑван чӗлхепе ҫырни куҫа илӗртет.
Нумай ҫул хушши клубсӑр пурӑннӑ ялти культура ҫуртне ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ӗҫлеттесре янӑ. Вӑл — 150 вырӑнлӑх.
«Хыпар» издательство ҫурчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «культура вучахӗнче вулавӑш та, санузел та пур. Юнашарах — спорт площадки, ҫуллахи сцена. Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче кунта Чӑваш патшалӑх академи театрӗн артисчӗсем «Ыйӑх ҫухатнисем» спектакль лартнӑ. Паян вара асӑннӑ культура керменӗнче республика пӗлтерӗшлӗ пӗрремӗш мероприяти иртнӗ. Унта Вӑрмар районӗн пӗрремӗш ҫур ҫулти социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ».