Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.0 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Суд приставӗ премьер-министра пулӑшӗ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 28.12.2017 07:51 | 349 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре
R52.fssprus.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк
R52.fssprus.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк

Федерацин суд приставӗсен Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ Игорь Корсакова премьер-министра пулӑшма шанӗҫ. Хамӑр патра мар. Карели Республикинче. Унта Игорь Корсаков регион правительствин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулӗ. Пакунлӑ ҫыннӑн карьеринчи улшӑну пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫат раштавӑн 27-мӗшӗнче пӗлтернӗ.

Хӑйӗншӗн ҫӗнӗ пукана Игорь Корсаков 2018-мӗш ҫул пуҫламӑшӗнче йышӑнмалла-мӗн.

Хальхи вӑхӑтра вӑл, сӑмах май, Чулхулара суд приставӗнче тӑрӑшать.

Николай Федоров Чӑваш Ен Президенчӗ пулнӑ чухне Аппарат ериӳҫинче ӗҫленӗ Владимир Тимофеев Карели Республикин пуҫлӑхӗн стратеги аталанӑвен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗн пуканне йышӑннине, кун пирки хушӑва асӑннӑ республикӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Артур Парфенчиков кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче алӑ пуснине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

#Карели, #тӳре-шара, #ӗҫ вырӑнӗсем, #суд приставӗсем, #политика

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Сывлӑх сыхлав министрне Викторова лартӗҫ-и?
2017, 03, 13
Юрий Кручинин уполномоченнӑй ӗҫрен кайма тивнине пӗлтернӗ
2017, 04, 10
Юрий Кручинин этем правине уйрӑм организацире хӳтӗлӗ
2017, 06, 19
Юстици министрӗн — ҫӗнӗ ҫум
2017, 07, 20
Канаш хулин сити-менеджерне суйланӑ
2017, 12, 26

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org