Экологи ҫулталӑкӗ вӗҫленсе пырать. ЧР Наци вулавӑшӗшӗн вӑл ӑнӑҫлӑ вӗҫленет. Петр Маркин ҫыравҫӑ вулавӑша хӑйӗн 150 кӗнекине парнеленӗ. Вӗсем – ҫутҫанталӑк пирки.
Петр Маркин пултарулӑхӗ ҫутҫанталӑкпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӑл – лесник ывӑлӗ, Чӗмпӗр облаҫӗнчи картунра ӳснӗ. Ҫыравҫӑ ҫутҫанталӑк чунне лайӑх ӑнланать. «Ҫутҫанталӑкпа ҫывӑх пулни – телей. Ҫакна ҫынсем ӑнланччӑр», - тет вӑл.
Петр Маркин кашни ҫулах вулавӑша кӗнекесем парнелет. Уншӑн кӗнеке сутасси пӗлтерӗшлӗ мар. Чи кирли – ҫутҫанталӑк пирки ҫырнӑскерсем вулакан чунне кӗччӗр.
Наци вулавӑшне лекнӗ кӗнекесем республикӑри пур вулавӑша та лекӗҫ. Петр Григорьевичӑн кӗнекисем унчченхи ҫулсенче чи вуланаканнисен йышне кӗнӗ. Кӑҫал ҫырнӑ «Волк шел к людям» тата «Земляничная поляна» кӗнекесем – сӑвӑсемпе новеллӑсен пуххисем – вулакансен чунне хускатасса шанать автор.