Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 0.0 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Театр юбилейне асӑнса диктант ҫырӗҫ

Сутатӑп Килти хуҫалӑхри сӗт, тӑпӑрчӑ, ҫу, ҫӑмарта.
Паллашу Çамрăк 21-ре Чăваш каччă — Чăн Чăваш хĕре тĕл пулса — пĕрле яланлăха пуласшăн! ...
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Таисия Ташней 04.11.2017 16:27 | 711 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн юбилейне халалласа диктант ҫыртарать. Ӑна йӗркелӳҫӗсем ҫутӗҫ акцийӗ теҫҫӗ.

Библиотека диктанчӗн теми — «Театр в главной роли» (чӑв. Театр тӗп рольте). Ятне вырӑсла каланине шута илсен ӑна вырӑсла ҫыртараҫҫӗ тесе шухӑшлама май пур.

Вулавӑш ирттерекен диктанта чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен ҫыртарӗҫ. Диктанта ҫав кун 13 сехетре Наци вулавӑшӗн сайтӗнче вырнаҫтарӗҫ.

Диктант ҫырас текенсен кӑмӑл-шухӑша палӑртса kray@publib.cbx.ru электрон адреспа чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ҫыру ярса памалла. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн 90 ҫулхине халалланӑ диктанта кирек кам та ҫырма пултарать.

#вулавӑшсем, #театрсем, #тӗрӗслев, #культура, #наци вулавӑшӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-67535104_1826
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Экологипе ҫыхӑннӑ фильмсене кӑтартӗҫ
2017, 04, 12
Наци вулавӑшӗ Айхин Эстонире кӑларнӑ кӗнекипе пуянланнӑ
2017, 05, 29
Вулав клубӗ Марина Карягинӑн пултарулӑхне сӳтсе явӗ
2017, 10, 17
Шупашкар ӳнерҫи Элтепер портретне ҫӑмран ӳкерӗ
2017, 10, 17
«Ӳнер каҫӗ» йыхравлать
2017, 10, 23

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org