Республикӑра
![]() Пӗтӗм Раҫҫейри «Хӗл Мучи полицейски» акцие хутшӑнса Патӑрьел районӗнчи пакунлӑ Хӗл Мучисем: РФ ШӖМӗн районсем хушшинчи уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ А. Фомин, район полицийӗн ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен пай инспекторӗсем А. Каргина полици капитанӗпе А. Никифоров лейтенант, районти депутсен Пухӑвӗн председателӗн ҫумӗ, район полицийӗ ҫумӗнчи обществӑлла канаш членӗ П. Перепелкин — нумай ачаллӑ, социаллӑ пулӑшу кирлӗ ҫемьесенче пулнӑ. Вӗсене пылак ҫимӗҫпе савӑнтарнӑ. «Ҫемье обществӑра пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Пирӗн ҫӗр-шыв мӗнле аталанасси, унӑн малашлӑхӗ шӑпах ҫемьесенчен пуҫланать. Ҫавӑнпа та ашшӗпе амӑшӗн хӑйсем чун панӑ пепкисене сывӑ та тӗреклӗ ҫитӗнтересси, тивӗҫлӗ воспитани парасси тӗп тӗллев пулмалла. Патшалӑх вара паян хӑй енчен ҫемьене аталантарма чылай пулӑшать», —тенӗ Петр Алексеевич саламланӑ май. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |