Персона
![]() Юрий Артемьев критик, литературовед, доктор, профессор Паян Чӑваш Енри паллӑ критик, литературовед, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, ЧР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, РФ професси енӗпе аслӑ вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ Юрий Артемьев черетлӗ ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Канаш районӗнчи Сиккассинче 76 ҫул каялла ҫут тӗнчене килнӗ ҫак ҫыннӑн кашни сӑмахӗ ахах пӗрчи пек янӑрать. Сӑмахӑма ҫирӗплетме унӑн 75 ҫулхи юбилей тӗлне «Хыпар» хаҫатра Надежда Смирнова хатӗрленӗ интервьюри пӗр сыпӑка кӑна илсе парам. «Талантлӑ ҫынсем хупӑнчӑкрах, Турӑ пӳрнине халӑха тавӑрса парас тӗллевпе чунӗсене хӗнесе, сывлӑхне шеллемесӗр хӑйсене ӗҫлеттереҫҫӗ. Сӗмсӗрсем, чавсапа хирекенсем, йӑпӑлтисем, пыр тӗпӗпе калаҫса хӑмсаракансем ҫав вӑхӑтра, арлан пек, мӗн пуррине хӑйсен «шӑтӑкне» сӗтӗреҫҫӗ», — тенӗччӗ вӑл унта. Юрий Артемьев — нумай кӗнеке тата 250 ытла тишкерӳллӗ статья авторӗ тата, Атнер Хусанкай критик калашле, «ырӑ кӑмӑллӑ, ӑшпиллӗ ҫын». Литература критикӗн «ӑслӑлӑхри эволюцине» те Атнер Хусанкай пысӑка хурса хакланине кӑмӑлтан палӑртас килет. Ҫавна май унӑн сӑмахне цитатӑласах илсе кӑтартам: «Малтан «романтизм» (Хусан университетне пӗтернӗ чух диплом ӗҫӗ ҫырнӑ «Константин Иванов пултарулӑхӗнчи романтизм», 1969), кайран «социализмла реализм» (Мускаври тӗнче литературин институчӗ, кандидат диссертацийӗ, 1974), «реализм», «ҫутӑлӑх» (доктор диссертацийӗ, 1993), юлашкинчен каллех пӗртен-пӗр пирӗн Кӗҫтенттин («К. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫамрӑк моряксен пуххинче Чӑваш Енре Ҫамрӑк моряксен XIV пуххи иртнӗ. Унта шкул ачисен 39 команди пуҫтарӑннӑ. Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар хулисенчен, Йӗпреҫ, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Елчӗк районӗсенчен 100 ытла ҫамрӑк армеец пуҫтарӑннӑ. Вӗсем аслӑ тата кӗҫӗн ушкӑнсене пайланса малти вырӑнсене йышӑнассишӗн ӑмӑртнӑ. Хамӑр тӑрӑхри маттур ачасемпе пӗрлех Чикмери (Мари Эл) «Паллада» парус клубӗн пайташӗсем те хутшӑннӑ. Ӑмӑртӑва ДОСААФӑн Шупашкарти пӗрлешӗвӗ тата ЧР Вӗренӳ министерствин «ЮНИТЭКС» центрӗ йӗркеленӗ. Пӗрремӗш вырӑна аслӑраххисенчен Шупашкарти 37-мӗш шкулти ачасем тухнӑ, иккӗмӗшне — республикӑн тӗп хулинчи 6-мӗш шкултисем, виҫҫӗмӗшне — хулари 3-мӗш тата Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗртисем. Кӗҫӗннисенчен мӑн сӗнтӗрсем мала тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Шупашкарти 37-мӗш шкултисем, виҫҫӗмӗшӗнче — Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӑкалӑхри ачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Тимӗр тимсӗрлӗхе каҫармасть Тӑвай районӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫынна ҫын вӗлернӗшӗн 2,6 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Инкекӗ 2014 ҫултах, ҫурла уйӑхӗнче, пулнӑ. «ВАЗ 21093» рулӗ умне ӳсӗр пуҫпа ларнӑ ҫамрӑк арҫын «Hyundai Solaris» маркӑллӑ машинӑпа ҫапӑннӑ. Хирӗҫ килекен ҫул ҫине кӗрсе кайнӑ ӳсӗр водитель Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне шар кӑтартнӑ: йывӑр сурана пула вӑл пульницӑра куҫ хупнӑ. Ӳсӗр пуҫпа машина тытса пыраканскер те самай аманнӑ. Икӗ ҫул сипленнӗ вӑл. Айӑпне йышӑнасшӑн пулман, инкек пирки каласа кӑтартма килӗшмен. Анчах та кӗнтелемсем те, экспертиза та ӳсӗр водитель айӑплине ҫирӗплетнӗ. Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе Вӑрмар район судӗнче пӑхса тухнӑ. Айӑплӑ водителе 2,6 ҫуллӑха ирӗксӗр хӑварма йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Денис Мантуровпа Наталия Партасова трактора ларса пӑхнӑ Кӑрлачӑн 26–27-мӗшӗсенче Шупашкарта Промышленноҫа аталантарас енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗ тӗрлӗ мероприяти ирттерессине пӗлтернӗччӗ. Чӑн та, унта РФ промышленноҫ тата суту-илӳ министрӗ Денис Мантуров килсе ҫитнӗ. Икӗ кун хушшинче пысӑк хӑнасем, ҫав шутра тӗрлӗ регионти вице-кӗпернаттӑрсемпе экономика министрӗсем те, Чӑваш Енри самай предприятие ҫитсе курнӑ. Тӗслӗх вырӑнне «Чувашторгтехника», Шупашкарти электроаппаратура савутне, «АБС ЗЭиМ Автоматизация» обществӑна, «Экра», «Эльбрус», «Яхтинг», «Акконд», «Сеспель» ятлисене асӑнмалла. Хевтесӗр Трактор савучӗ вара хаклӑ хӑнасене кӗтсе илеймен, мӗншӗн тесен визит вӑхӑтӗнче унта ҫитме палӑртман. Координаци канашӗ хыҫҫӑнхи лару хыҫҫӑн журналистсемпе тӗл пулсан та савут пирки калаҫман. Унпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва калем ӑстисене хускатма сӗнменнине Андрей Иванов журналист пӗлтернӗ. Чӑваш Енри предприятисен куравӗнче вара Денис Мантуровпа Трактор савучӗсен концернӗн вице-президенчӗ Наталия Партасова «Агромаш» трактора пӗрле ларса пӑхнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() «Чӑваш Ен» ПТРК тата «Русфонд» пӗрлехи акцие малалла тӑсать. Вӗсем чирлӗ ачасене операци тумашкӑн укҫа пухма пулӑшаҫҫӗ. 5542 номер ҫине «ДЕТИ» тесе ҫырса ямалла. Куншӑн 75 тенкӗ илеҫҫӗ. Ку укҫа чирлӗ ачасене сыватмашкӑн кайӗ. 3-ри Лерӑна пулӑшу кирлӗ. Вӑл ури ҫинче тӑраймасть. Амӑшӗ ӑна йывӑррӑн ҫуратнӑ. Ача тӳрех кӑшкӑрса яман. Унӑн чӗри аран тапнӑ. Лерӑна реанимацие вырнаҫтарнӑ, унта вал 3 эрне выртнӑ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, унӑн пуҫ мимине юн нумай кайнӑ. 6 уйӑхчен вӑл йӗркеллех аталаннӑ. Кайран ҫаврӑнма, пуҫне ҫӗклеме пӑрахнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ тӳрех тухтӑрсем патне чупнӑ. Диагноза тӳрех лартман. ДЦП… Ҫакна каярахпа ҫеҫ пӗлнӗ. Ачана Шупашкарта, Хусанта сипленӗ. Анчах витӗмӗ сахал. Лерӑна сиплев кирлӗ. Ку вара хаклӑ — 199620 тенкӗ. Ашшӗ-амӑшӗн кун пек укҫа ҫук. «Коммерсант» хаҫат тата «Русфонд» 168620 тенкӗ пухӗ. Тепӗр 31 пин тенкӗ ҫитмест. 5542 номер ҫине «ДЕТИ» тесе ҫырни Лерӑна сывалма пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Муркаш районӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗнче пурӑнакансем хӗлле те кӑмпа ӳстереҫҫӗ. Ку ӗҫе вӗсем 1998 ҫултах тытӑннӑ. Ун чухне хӑйсем валли ҫеҫ ӳстернӗ. 2004 ҫултанпа вара кӑмпа сутса тупӑш тӑваҫҫӗ. Цехра 15 градус ӑшӑ. Унран ытларах ӑшӑ пулмалла мар. Предприяти ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Европӑра пурӑнакансем шултра кӑмпа юратаҫҫӗ. Кунта тӗпленнисем вара вӑтам шлепкеллӗ кӑмпа кӑмӑллаҫҫӗ. Кашни камера ҫине ятарлӑ станци вырнаҫтарнӑ. Вӑл кӑмпа ӳстермелли сывлӑш кӑларать. Питӗ кӑткӑс ӗҫ вӑл — кӑмпа ӳстересси. Ҫимӗҫ пулсан ӑна кунтӑксене тултараҫҫӗ те сивӗ пӳлӗмре 2-3 сехет лартаҫҫӗ. 2 градус ӑшӑра кӑмпа клеткисем пайланма пӑрахаҫҫӗ. Унтан ҫӳп-ҫапран тасатаҫҫӗ те сутма хатӗрлеҫҫӗ. Юнкӑпуҫсем 2 уйӑхра 16 тонна кӑмпа пухаҫҫӗ. Тепӗр 4 камера хута ярсан тухӑҫа 2 хут ӳстерме пулать. Кӑмпана Хусана, Чӗмпӗре, Ижевска ӑсатаҫҫӗ. Ытларах пайне Мускава яраҫҫӗ. Паллах, ӑна Шупашкарта та туянма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян, кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ирхи 9 сехет те 15 минутра «Вятка» ҫул ҫинче, Ҫӗнӗ Шупашкар хули ҫывӑхӗнче, маршрутка ҫунма тытӑннӑ. Ку «Хусан – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен микроавтобус пулнӑ. Транспорт ҫул ҫинче кайнӑ ҫӗртех ҫунма пуҫланӑ. Руль умӗнче 34 ҫулти арҫын ларнӑ. Вӑл маршруткӑран тӗтӗм тухнине асӑрханӑ та чарӑннӑ. Пассажирсене урама кӑларнӑ. Юрать, салонра ҫын нумай пулман — тӑваттӑн ҫеҫ. Вӗсене тепӗр автобуса лартса янӑ. Пушарнӑйсем вырӑна хӑвӑрт ҫитнӗ. Вӗсем пушара часах сӳнтернӗ. Телее, ку инкекре никам та суранланман. Халӗ ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ку тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Инна Исаева ташша тухнӑ самант Шупашкарти 5-мӗш гимназин 10 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ чухне унӑн директорӗ Инна Исаева (вӑл чӑваш парламенчӗн депутачӗ) ташша тухнӑ. Кун пирки республикӑри усламҫӑсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Владимир Иванов «Фейсбукри» хӑйӗн страницинче хыпарланӑ, илемлӗ фотокадрсем вырнаҫтарнӑ. Аса илтеретпӗр, савӑнӑҫлӑ мероприяти кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пухӑннӑ уява республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, республикӑн Патшалӑх Канашӗн спикерӗ Валерий Филимонов, вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алесей Ладыков, Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева хутшӑннӑ, гимназистсемпе вӗсен ашшӗ-амӑшне вӗренӳ учрежденийӗн юбилейӗпе саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Чӑвашстат Чӑваш Енри апат-ҫимӗҫ хакӗсене тишкернӗ. Мӗн хакланнӑ? Мӗн йӳнелнӗ? Республикӑра иртнӗ эрнере кишӗр, сухан, хӑйма, ҫӗрулми, услам ҫу, кӑлпасси, сӗт хакланнӑ. Помидор, хӑяр, сыр, купӑста, хуратул, ҫӑнӑх, тӑвар, ҫӑмарта йӳнелнӗ. Кишӗрпе сухан 4,6% тата 2,6% хакланнӑ. Хӑйма, сурӑх ашӗ, ҫӗрулми, услам ҫу хакӗ 2,1 процент хӑпарнӑ. Кӑлпасси, сӗт, тип ҫу ытлах хакланман. Помидорпа хӑяр хакӗ 6% чакнӑ. Сыр, хуратул, тӑвар вӑтамран 3 процент хакланнӑ. Ҫавӑн пекех иртнӗ эрнере супӑнь, АИ-92, АИ-95 маркӑллӑ бензин хакланнӑ. Пирус, дизель топливин хакӗ те хӑпарнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗ тӗлне общество транспорчӗпе ҫӳремешкӗн билет хакланман. ЖКХра та улшӑнусем пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти 5-мӗш гимнази 10 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Гимнази ӗҫченӗсемпе вӗрентекенӗсене ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ Валерий Филимонов, ЧР вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алесей Ладыков, Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева та саламланӑ. Михаил Игнатьев ачасен вӗренӗвӗ пахалӑхлӑ пултӑр тесе йӑлтах тунине палӑртнӑ. Гимнази ачисем лайӑх енчен чылай конкурсра палӑрнӑ. 2016-207 ҫулсенче унта ӑс пухакансем Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑсенче малти вырӑнсене нумай йышӑннӑ. Чылайӑшӗ ГТО нормисене пурнӑҫласа ылтӑн паллӑна тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |