Раҫҫейре урӑ регионсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Доклада Федараци Канашӗнче вуланӑ. Экспертсем регионти ҫынсем мӗн чухлӗ эрех-сӑра ӗҫнине хакланӑ.
Танлаштарӑма «Урӑ Раҫҫей» проект тата Общество палати ҫумӗнчи экспертпа аналитика центрӗ хатӗрленӗ. Регионсенчи ҫынсем мӗн чухлӗ эрех ӗҫнине мӗнле хакланӑ-ха? Эрех ӗҫсе наркӑмӑшланнӑ тӗслӗхсене, ӳсӗрле тунӑ преступленисене шута илнӗ.
Чӑваш Ен 32-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пӗтӗмпе списокра — 85 регион. Пирӗн республика, 2015 ҫулпа танлаштарсан, ҫӳлерех хӑпарнӑ. Пӗлтӗр вӑл 72-мӗш вырӑнта пулнӑ.
Чечня Республики, Ингушети, Дагестан, Магадан, Чукотка, Коми ҫыннисем ыттисенчен сахалрах эрех ӗҫеҫҫӗ.