Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫисене чысларӑмӑр

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 25.03.2017 18:00 | 2887 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ
Чыслав вӑхӑтӗнче. Юрий Исаев вырнаҫтарнӑ сӑн
Чыслав вӑхӑтӗнче. Юрий Исаев вырнаҫтарнӑ сӑн

Паян эпир Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосӑвӑсен конкурсӗнче мала тухнисене чысларӑмӑр. Ҫӗнтерӳҫӗсен умӗнче сӑмах калакансен йышӗнче вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, Петӗр Хусанкай ывӑлӗ Атнер Хусанкай, «Сувар» хаҫат редакторӗ Константин Малышев, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай (Аҫтахар) Плотников, YouTube-ри «Шкул ТВ» канал йӗркелӳҫи Владимир Андреев, «Сувар ТВ» йӗркелӳҫи Ултиар Цыпленков тата ыттисем пулчӗҫ.

Маларах систернӗ пекех хӑшӗ миҫемӗш вырӑна тухнине эпир паянхи чыславра кӑна пӗлтертӗмӗр. Ҫавах та вырӑнсӑр юлнисене ахаль хӑвармарӑмӑр — вӗсене те пӗчӗк парне патӑмӑр. Чыслава пӗтӗмлетнӗ май пӗчӗк лотерея та ирттертӗмӗр — пылак ҫимӗҫ выляттартӑмӑр.

Ҫак хутшӑнакансем вырӑнсене тивӗҫрӗҫ (баллсем пирки: мӗн чухлӗ пӗчӗкрех ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах; балл — кашни хаклавҫӑ хутшӑнакана миҫемӗш вырӑна панин вӑтам виҫи; сӑмахран, Ершова Аннӑна пӗри 1-мӗш вырӑн панӑ, тепри — 5-мӗш; тепӗр иккӗшӗ — 2-мӗш, вӑтамран вара 2,5 пулать; ку хаклавҫӑ ӗҫе япӑхрах хак панӑ теесрен хӑшӗ мӗнле хакланине пӗлтерместпӗр):

Пӗчӗккисен ушкӑнӗ: Ершова Анна (Етӗрне районӗ; 2,5 балл) — 1-мӗш вырӑн; Фомина Эвелина (Елчӗк районӗ; 4 балл) тата Павлова Карина (Комсомольски районӗ; 4,25 балл) — 2-мӗш вырӑн; Демьянова Вероника (Елчӗк районӗ; 4,5 балл), Усанова Анна (Елчӗк районӗ; 4,5 балл) тата Алексеева Аэлита (Сӗнтӗрвӑрри районӗ; 5 балл) — 3-мӗш вырӑн.

1–4 класра вӗренекенсем: Ильина Снежана (Комсомольски районӗ; 1,5 балл) — 1-мӗш вырӑн; Адюкова Мария (Елчӗк районӗ; 2 балл) тата Сергеева Надеждӑпа Анна (Канаш районӗ; 3,25 балл) — 2-мӗш вырӑн; Бульбов Дмитрий (Тутарстан, Аксу районӗ; 3,5 балл), Севрикова [пирӗн хутсенче йӑнӑшпа Еврикова тенӗ] Карина (Ҫӗнӗ Шупашкар; 4,25 балл) тата Николаева Ирина (Комсомольски районӗ; 6,75 балл) — 3-мӗш вырӑн.

5–9 класра вӗренекенсем: Шибаев Илья (Йӗпреҫ районӗ; 1,25 балл) — 1-мӗш вырӑн; Сидорова Анастасия (Елчӗк районӗ; 2 балл) тата Семёнова Елизавета (Вӑрнар районӗ; 4,25 балл) — 2-мӗш вырӑн; Агеева Ксения (Елчӗк районӗ; 4,5 балл), Анисимова Вера (Етӗрне районӗ; 5,25 балл) тата Артянова Настя (Ҫӗнӗ Шупашкар; 6 балл) — 3-мӗш вырӑн.

10–11 класра вӗренекенсем, ҫамрӑксем: Портнова Эрбина (Комсомольски районӗ; 2,25 балл) — 1-мӗш вырӑн; Козлова Кристина (Патӑрьел районӗ; 2,75 балл) тата Вишневская Екатерина (Вӑрнар районӗ; 3,75 балл) — 2-мӗш вырӑн; Васильева Юлия (Канаш районӗ; 4 балл), Торговцев Алексей (Патӑрьел районӗ; 5 балл) тата Фёдорова Настя (Ҫӗрпӳ; 5,75 балл) — 3-мӗш вырӑн.

Аслисем: Яковлева Марина (Пушкӑртстан, Пишпӳлек районӗ; 2 балл) — 1-мӗш вырӑн; Алешкина Алина (Муркаш районӗ; 4 балл) тата Молдова Алина (Елчӗк районӗ; 4,75 балл) — 2-мӗш вырӑн; Иванова Валентина (Канаш районӗ; 5,25 балл), Алексеева Алевтина (Куславкка районӗ; 6 балл) тата Скворцова Алина (Элӗк районӗ; 6,25 балл) — 3-мӗш вырӑн. Ку ушкӑнри баллсем пысӑкки кашни хаклакан тӗрлӗ хутшӑнакана мала лартнипе ҫыхӑннӑ, тепӗр май каласан — пӗрремӗш тура тухнисем пурте малти вырӑна тивӗҫ!

Аса илтеретпӗр, «Куракансен кӑмӑлне кайнӑ ӗҫ» номинацине Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫри ача пахчине ҫӳрекен 6 ҫулти Тельцова Ариадна тивӗҫрӗ, «Чи ӑста видео хатӗрлекенӗ» номинацие — Адюкова Юля.

Тепӗр хут пурне те пысӑк тав! Парнесене килсе илме май тупайманнисем вӗсене 50-66-17 е 8-905-027-61-37 телефон номерӗпе ҫыхӑнса илме пултараҫҫӗ. Чыславра ӳкернӗ сӑнсене тата видеона кӑшт каярах вырнаҫтарӑпӑр.

#Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ, #чыславсем, #конкурссем, #Петӗр Хусанкай, #наци вулавӑшӗ, #чӑваш чӗлхи, #ачасем, #Комсомольски районӗ, #Елчӗк районӗ, #Муркаш районӗ, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Етӗрне районӗ, #Канаш районӗ, #Йӗпреҫ районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Куславкка районӗ, #Ҫӗрпӳ, #ҫамрӑксем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем