Официаллӑ статистикӑна ӗненес тӗк, Чӑваш Енри вӗрентекенсемпе воспитательсем ӗҫ укҫи самай илеҫҫӗ. Анчах чӑннипе вара вӗсен шалӑвӗ Раҫҫейре чи пӗчӗккисенчен пӗри-мӗн. Халӑх фрончӗн эксперчӗсем ҫапла пӗтӗмлетнӗ.
Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи кӑрлач-раштав уйӑхӗсенче вӗтентекенсем вӑтамран 20,8 пин тенкӗ шалу илнӗ. Халӑх фрончӗн эксперчӗсем ирттернӗ ыйтӑм вара урӑхла ҫирӗплетет: паян вӗсем вӑтамран 15,6 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Раҫҫейри вӗрентекенсем мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине тишкернӗ танлаштарӑмра ку кӑтарту пиллӗкмӗш йӗркене йышӑнать. Ингушетире, Дагестанра, Мари Элте тата пӗчӗкрех шалу тӳлеҫҫӗ-мӗн.
Чӑваш Енри воспитательсен те ҫакнашкалах лару-тӑру. Росстат вӗсем уйӑхне 17,5 пин тенкӗ илеҫҫӗ тесе хыпарлать. ОТР информаци службин эксперчӗсем вара урӑхла пӗтӗмлетнӗ: ку специалистсем вӑтамран 9,2 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Ҫапла майпа Чӑваш Ен 10 пинкӗрен сахалрах шалу илекен воспитательсен йышне кӗнӗ.