Килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсем валли Чӑваш Енре медицина пункчӗ уҫӗҫ. Ку проект хальлӗхе сӑнавлӑ пулӗ. Ӑна Раҫҫейӗн Сывлӑх сыхлав министерстви йӗркелеме шутланӑ.
Раҫҫейӗн Сывлӑх сыхлав министерстви видеоселектор мелӗпе ирттернӗ канашлӑва Чӑваш Енри сывлӑх сыхлавӗнче ӗҫлекен тӳре-шара, чиркӳ ҫыннисем хутшӑннӑ.
Килсӗррисем валли медицина пункчӗсене Хабаровск крайӗпе Иркутск облаҫӗнче те уҫмалла. Вӗсенче полиссӑр, паспортсӑр ҫынсене йышӑнмалла, тухтӑрсем пулӑшмалла.
Килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене сиплекен тухтӑрсене хӳтӗлемеллине те канашлура сӳтсе явнӑ.
Килсӗррисене пулӑшакан Чӑваш Енри медицина пунктне Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницинче уҫма шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна хӑҫан ӗҫлеттерсе ярассине хальлӗхе пӗлтермен.