Шикли шикленнӗ, кӗрӗк пӗркеннӗ теҫҫӗ те, Муркаш районӗнчи Юнкӑ ялӗнче пурӑнакансем карас ҫыхӑнӑвӗн кампанийӗсенчен пӗри ялта вышка лартсан сехӗрленсе ӳкнӗ.
«Контактра» халӑх тетелӗнче вӑл тӑрӑхри ушкӑнсенчен пӗринче ҫырни тӑрӑх хакласан халӑх вышка сывлӑха сиен кӳресрен пӑшӑрханса ӳкнӗн курӑнать. Анчах ҫав вӑхӑтрах тепӗр япала та – ӑмсану – сисӗнет. Вышкӑна вырнаҫтарма уйрӑм ҫын, Матвей ятлӑскер, хӑйӗн ҫӗрӗ ҫинче ирӗк панӑ иккен. «Вӑл япӑх мар укҫа илсе пурӑнӗ, вышка епле витӗм кӳни вара паллӑ мар», - текенскерсем пухӑва пуҫтарӑннӑ. Унта район администрацийӗн пуҫлӑхне Ростислав Тимофеева та йыхравланӑ.
Пухурисем яваплисене тата тӳре-шарана вышкӑна ялтан аяккарах илсе кайма ыйтнӑ. Халӗ вӗсем пуҫлӑхсем хӑйсене илтӗҫ-ши тесе пуҫ ватаҫҫӗ.