Белоруссире пурӑнакан чӑваш ҫыравҫи тата кинорежиссерӗ Дмитрий Михлеев хӑйӗн 75 ҫулхи юбилейне Палестинӑри вырӑс культурин Центрӗнче ирттерни, унта Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ «Ось земли» кӗнекине хӑтлани пирки республикӑри хаҫатсенче нумаях пулмасть ҫырчӗҫ ӗнтӗ. Минска таврӑнсан ӑна «Беларусьфильм» наци киностудин илемлӗх ертӳҫи Вячеслав Никифоров хӑй патне чӗнтернӗ.
— Вячеслав — манӑн тахҫанхи сябра (пӗлӗш), — пӗлтерет Дмитрий Никонорович хӑйӗн ҫырӑвӗнче. — Пӗлтӗр вӑл Мускаври кинофестивальте «Золотой Орел» тӗп приза илме тивӗҫ пулчӗ. Кӗҫех ӑна Минска чӗнсе илчӗҫ те киностудие ертсе пыма ыйтрӗҫ. Калас пулать, Беларусьри киноӗҫченсем юлашки вӑхӑтра чылай йывӑрлӑх тӳсрӗҫ, халӗ лару-тӑру улшӑннӑ, кино ӳнерне кунта ҫӗнӗ вӑйпа малалла ярасшӑн. Вячеслав мана сценари ҫырса пама ыйтрӗ. Сюжетне хӑй шутласа тупнӑ. Ун тӗп сӑнарӗ — ача ҫуртӗнче ӳсекен чарусӑр шӑпӑрлан, вӑл таҫта та ҫитсе темтепӗр кӑтартать, ӑна пӗчӗк Остап Бендер теме те пулӗччӗ. Сценарин малтанхи вариантне ака уйӑхӗ вӗҫнелле ӗлкӗртсе парасшӑн, фильм Ҫӗнӗ ҫул тӗлне экран ҫинее тухмалла. Халӗ пуҫ ҫӗклемесӗр тӑрмашатӑп. Ӗҫ пурри, хӑвна шанни Кама хавхалантармӗ!.. Сӑмах май, эпӗ ҫырнӑ «Задание Президента» (чӑв. Президент хушӑвӗ) кинокомеди сценарине те (вӑл Шупашкарта пичетленнӗ) «Беларусьфильмӗн» илемлӗх ертӳҫи питӗ юратса вуласа тухрӗ, ӑна лартас шухӑш пурри пирки мана пӗлтерчӗ. Калас пулать, В. Никифоров халиччен кинокомеди ӳкерменччӗ.
Дмитрий Михлеевӑн ҫыру сӗтелӗ ҫинче ҫавӑн пекех «Ветка Палестины» (чӑв. Палестина туратти) ятлӑ эссе пуххи, ӑна вӑл Шупашкарта кӑларасшӑн. Издательство портфелӗнче пӗлтӗр ярса панӑ сӑвӑсен пуххи те пур.
Паллӑ режиссер иртнӗ ҫул Шупашкарти театрсене тата культура министерствине «Банкет» комедине тата «Трубы третьего ангела» трагифарсне ярса панӑччӗ, анчах пирӗн режиссёрсем ӑна тытса пӑхни пирки хыпар тухмарӗ.