Экономика
![]() Ҫӗмӗрлери муниципалитет предприятийӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ организацин парӑмне шыраса илме кансӗрленӗ. Ку пӑтӑрмах пӗрер кун тӑсӑлнӑскер те мар. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, предприяти пуҫлӑхӗ парӑма тӳлес мар тесе 2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗчченех тапаҫланнӑ. Предприятин налук тата страховой тӳлев парӑмӗ 24 миллион тенкӗрен иртсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтрах пуҫлӑх ытти контрагента укҫа-тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах хӑй ертсе пыракан организаци счёчӗпе усӑ курмасӑр. Счёта арестленине пӗлнӗрен ҫапла хӑтланнӑ-тӑр ӗнтӗ вӑл. Темиҫе ҫул хушшинче пуҫлӑх налук тата ытти тӳлевпе татӑлмасӑр 28 миллион та 700 пин тенке айккине ӑсатма пултарнӑ. Пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Ҫӗмӗрле районӗнчи суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Прокуратура Шупашкарти сывлӑх енчен хавшак ачасем вӗренекен 1-мӗш шкула тӗрӗсленӗ. Сӑлтаве пулнӑ: унта ӑс пухакан пӗр ачан ашшӗ-амӑшӗ ведомствӑна ҫӑхав ҫырнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, шкулти ертӳлӗх саккуна пӑсать-мӗн. Чӑнах та, йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Шкулти пӗр ушкӑнӑн ашшӗ-амӑшӗн комитечӗ вӗренекенсенчен укҫа пухнӑ, анчах документсем хатӗрлемен. Кунсӑр пуҫне пӗр ушкӑнра ача нумайрах (йӗркере палӑртнинчен) вӗренни ҫиеле тухнӑ. Ачисене тирпей-илем кӗртнӗ чухне ашшӗ-амӑшне унта кӗртмен, ку та вӗсене килӗшмен. Тӗрӗслев хыҫҫӑн директор тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене пӗтермелле тесе представлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер пирӗн республикӑра «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» VII литература конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Ку ӑмӑрту, Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ тата поэт Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ ҫулта пӗрре иртет. Ҫӗнтерӳҫӗсене Республикӑн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшне пухнӑ. Литература конкурсне 34 автор 46 ӗҫ тӑратнӑ. Вӗсем 10 районпа 4 хуларан: Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Тӑвай районӗсенчен, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенчен. Конкурс проза, поэзи, драматурги номинацисемпе иртнӗ. Хайлавсене чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ. 61 проценчӗ сӑвӑсемпе конкурса хутшӑннӑ, 30% — проза номинацире, 9% — драматурги енӗпе. Конкурса Лидия Филиппова, Раиса Сарпи, Ольга Туркай, Марина Карягина, Дмитрий Суслин ҫыравҫӑсем тата ЧР Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Инна Ильина хакланӑ. 15-21 ҫулсенхисенчен «Проза» номинацире Йӗпреҫ районӗнчи Екатерина Кошелева «Сӗт хакӗ» хайлавпа, 22-30 ҫулсенхисенчен Вӑрнар районӗнчи Ольга Австрийская (Иванова) «Чи ҫутӑ ӗмӗт» хайлавпа ҫӗнтернӗ. Вырӑслисенчен Шупашкарти Дария Перевезенцева (15-21 ҫулсенчисем хушшинче) мала тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти ачасем Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем валли юрӑ ҫырасшӑн. Тӗрӗсрех каласан, диск хатӗрлеҫҫӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисем Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне «Я расскажу вам о войне…» (чӑв. Эп сире вӑрҫӑ ҫинчен каласа кӑтартатӑп) ятпа диск ҫырасшӑн. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк вокалистсем патриотла юрӑсене ҫырма тытӑннӑ ӗнтӗ. Шӑпӑрлансем Шупашкарти 7-мӗш ача пахчинчи юрӑ ҫыракан студире диск хатӗрлеҫҫӗ. Унти юрӑ студине 2017 ҫулта туяннӑ. Ҫавӑнта хулари паллӑ артистсем те пырса ҫӳреҫҫӗ, вӗсем юрлама ӑста арҫын ачасемпе хӗрачасен пултарулӑхне аталантарма пулӑшаҫҫӗ. Пӗчӗкскерсем «Катюша», «Синий платочек», «Журавли» тата ытти юрра шӑрантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта пурӑнакансемпе Чӑваш Ен ҫыннисем Зара концерчӗпе киленме пултарӗҫ. Ҫак артистӑн пултарулӑхне хаклакансене, ӑна юратакансене ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче концерта йыхравлаҫҫӗ. Вӑл Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртӗ. Зара юрӑҫ сцена ҫине «Душа» (чӑв. Чун) программӑпа тухӗ. Ӑна вӑл 2017 ҫулхи юпа уйӑхӗнче соло-программа валли ятарласа хатӗрленӗ. Программӑна хатӗрлекенсем кашни номер пӗчӗк спектакль евӗр пуласса шантараҫҫӗ. Лирика та пулӗ, драма та. Шупашкарти концертӑн тӗп хӑйне евӗрлӗхӗ тесе унта «Голос. Дети. 3» (чӑв. Сасӑ. Ачасем. 3) шоура ҫӗнтернӗ Даниил Плужников хутшӑннине палӑртаҫҫӗ. Концерта «Время помогать» (чӑв. Пулӑшма вӑхӑт)" ыр кӑмӑллӑ фончӗпе йӗркелӗҫ. Укҫапа фонд туса ирттерекен ыр кӑмӑллӑх ӗҫӗсенче усӑ курӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан 84 ҫулти хӗрарӑм нумаях пулмасть тӗрмерен таврӑннӑ кӳрши кӗрсе тухса кайнӑ хыҫҫӑн шалт аптӑраса ӳкнӗ — килте упраннӑ XIX ӗмӗрти турӑш ҫухалнӑ. Кинемей нумай шухӑшласа тӑман — тӳрех пакунлисем патне вӗҫтернӗ. Кун пирки Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, полици ӗҫченӗсем турӑш вӑрлама пултарнӑ ҫынна ҫийӗнчех шырама пуҫланӑ. Арҫынна тупса палӑртнӑ, вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Анчах ун ҫумӗнче нимӗнле турӑш та пулман. Вӑл хаклӑ тупрана ҫав кунхинех палламан-пӗлмен ҫынна сутса янӑ. Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ полицейскисем авалхи турӑша тупса палӑртас енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Сывлӑх сыхлав отраслӗ лайӑх ӗҫлетӗр тесе патшалӑх сахал мар тӑрӑшать темелле. Нумаях пулмасть пирӗн республикӑри васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн бригадисене ҫӗнӗ йышши глюкометрсемпе тивӗҫтернӗ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «03» бригадӑсене 100 глюкометр туянса панӑ. Халь илнисем юн анализне 5 ҫеккунтра палӑртма май параҫҫӗ иккен. Унчченхисем 40 ҫеккунт кӗттернӗ. «Васкавлӑ тӗслӗхсенче кашни ҫеккунчӗ хаклӑ», – тенӗ, тӗслӗхрен, Ҫӗнӗ Шупашкарта васкавлӑ пулӑшӑвӑн подстанцийӗнче ӗҫлекен Егор Миронов аслӑ фельдшер. Тухтӑрсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, юнри сахӑр виҫине сахӑр диабечӗ, инсульт, панкреатит чухне, пуҫ мимине суранлатсан, шӑнӑр туртса лартсан хӑвӑртрах палӑртмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре куҫса ҫӳрекен ФАПсене ӗҫлеттерме тытӑнасшӑн. Патшалӑх закупкисен сайтӗнче вӗсене туянасси пирки пӗлтернӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, автобуссен е грузовиксен «Хӗрлӗ хӗрес» эмблема, «Медицина служби» тата «Фельдшерпа акушер пункчӗ» тесе ҫырни пулмалла. Кунсӑр пуҫне куҫса ҫӳрекен ФАПсен гинекологи пуканӗ, электрокардиограф, аслисене тата 1 ҫул тултарман ачасене виҫмелли хатӗр, тонометр, наркӑмӑшлӑ тата вӑйлӑ витӗмлӗ эмелсене упрамалли сейф, дефибриллятор-монитор, экспресс-анализатор, санитари наҫилккисем, ӳпкене вентиляци тумалли аппарат пулмалла. Кунашкал ФАПсене 16 пульницӑна парӗҫ: Пӑрачкав, Йӗпреҫ, Муркаш, Шупашкар, Улатӑр, Вӑрнар, Комсомольски, Элӗк, Патӑрьел, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Тӑвай, Красноармейски районӗсенчи пульницӑсене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ыран, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Литературная Чувашия: самая читаемая книга года» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке) республикӑри конкурс ҫӗнтерӳҫисене чыслӗҫ. «Ку мероприяти Наци кӗнекин фестивальне вӗҫлекен паллӑ мероприятисенчен пӗри», — тесе хаклать ӑмӑртӑва ЧР Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева. Фестиваль, сӑмах май, ака уйӑхӗн 15-25-мӗшӗсенче иртет. «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑкри чи нумай вулакан кӗнеке» конкурса Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ, Чӑваш Енри профессиллӗ ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ, Чӑваш кӗнеке издательстви ирттернӗ. Хальхи конкурса 2017 ҫулта пичетленнӗ чӑвашла тата вырӑсла пичетленнӗ 162 тӗрлӗ кӑларӑм хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Халӑх фрончӗн хастарӗсем Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ялӗ ҫывӑхӗнче выльӑх-чӗрлӗх виллисене пӑрахнӑ вырӑн тупнӑ. Унтах килти тата строительство ҫӳп-ҫапне те килсе тӑкаҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, выльӑх виллисемпе пуснӑ хыҫҫӑн юлнӑ пайӗсене вырӑнти хресчен-фермер хуҫалӑхӗ килсе тӑкать. Вӑлах кунти ҫӗрсене тара илет. Ҫитменнине, выльӑх юлашкисене Ҫӗпӗр язви, ытти чир-чӗр пуррипе ҫуккине тӗрӗслемӗҫҫӗ. Хуҫалӑх вӗсене шӑтӑка килсе тӑкать те тӑпрапа хуплать. Ку вара ҫӗре тата шыва сиен кӳрет. Кунсӑр пуҫне ку каяша кайӑксем тапӑнаҫҫӗ, вӗсем вара ҫынсене тӗрлӗ чир-чӗр ертме пултараҫҫӗ. Ахаль ҫӳп-ҫап вара ҫиллӗ ҫанталӑкра вӗҫсе саланать. Халӑх фрончӗн хастарӗсем прокуратурӑна тӗрӗслеме ыйтнӑ. Ҫак купана пӗтермелли пирки вырӑнти администрацие те асӑрхаттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 25 - 27 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |