Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта бассейнра 9 ҫулти арҫын ача путса вилни пирки пӗлтӗр кӗркунне пӗлтернӗччӗ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ, халӗ ӑна суд пӑхса тухнӑ. Ачан амӑшӗ хӑйне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫа тӳлеме суда тавӑҫ тӑратнӑ. Вӑл куншӑн 3 миллион тенкӗ ыйтнӑ. «Амӑшӗ кӗҫӗн ывӑлне ҫухатнӑ, унӑн пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ пӗтнӗ. Ывӑлне ҫухатнӑскерӗн чунӗ халӗ те ыратма чарӑнман, ыйхи вӗҫнӗ, чӗри ыратма тытӑннӑ», - ҫапла палӑртнӑ документра. Суд шкултан 1 миллион тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ. Аса илтерер: 2018 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти спорт шкулӗнче 9-ти арҫын ача бассейнра путса вилнӗ. Ҫав вӑхӑтра ашшӗ фойере ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() 2015 ҫулхи сӑнӳкерчӗк Ҫулсем шелсӗр шав малалла чупаҫҫӗ те, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисемпе тыл ветеранӗсен шучӗ ҫулсерен чакса пырать. РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри пайӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, йыш иртнӗ ҫулпа танлаштарсан 2,5 пине яхӑн чакнӑ. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ветерансене кӑҫал та саламлать. Ӑшӑ сӑмаха пирӗн республикӑри 11,7 пин тыл ӗҫченӗ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ 305 ветеран, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин 118 сусӑрӗ тивӗҫӗ. Блокадӑри Ленинградра пурӑннӑ 35, концлагерьсенче нушаланнӑ 58, вӑрҫӑ сусӑрӗсемпе участникӗсем шутланакан тепӗр 96 ҫын та Владимир Путин саламне илӗ. Паян, сӑмах май, ветерансем Шупашкарта йышлӑ. Унта вӗсен шучӗ – 2,8 пин ҫын, Патӑрьел районӗнче 671 ветеран, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 542, Шӑмӑршӑ районӗнче — 205, Красноармейски районӗнче – 266. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Республика Правительствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Паян Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе Андрей Данилова шаннӑ. Хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин паян, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи саккунсен ярӑмне вырнаҫтарнӑ. Андрей Юрьевичӑн биографийӗпе паллашас тесе министерствӑн тытӑмне тишкертӗмӗр. Анчах унта министр ҫумӗн должность регламентне ҫеҫ пичетленӗ. Кунсӑр пуҫне сӑнӳкерчӗке лартнӑччӗ. ЧР Стройминӗнче халӗ виҫӗ ҫум: Владимир Максимов (вӑл — пӗрремӗш ҫум), Александр Шевлягин (вӑл — Чӑваш Енӗн тӗп архитекторӗ) тата Андрей Данилов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheb.media Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ывӑлне Олег Ладыкова килти ареста лартни пирки пӗлтернӗччӗ. Калинин районӗн судӗнче суд процессӗ пуҫланнӑ, пӗрремӗш лару ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртӗ. Ладыков хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ-мӗн, ӗҫе уйрӑм йӗркепе пӑхса тухма ыйтнӑ (айӑпне ӗнентерекен ӗҫсене тӗпчемеҫҫӗ, чи пысӑк срокӑн 2/3 пайӗнчен ытларах тӗрмене лартмаҫҫӗ). Анчах прокуратура хирӗҫ, ҫавӑнпа ӗҫе ахаль йӗркепех пӑхса тухӗҫ. Суд Ладыковӑн килти арестне пӑрахӑҫланӑ, анчах урӑх чарусем пур: каҫхи 10 сехет хыҫҫӑ килтен тухма, преступление хутшӑннӑ ҫынсемпе калаҫма юрамасть. Кунсӑр пуҫне патшалӑх органӗ ирӗк памасӑр вӑл урӑх хулана каяймасть. Аса илтерер: Ладыков-кӗҫӗннине ҫынна хӗненӗшӗн, влаҫ ҫыннине хур кӑтартнӑшӑн айӑпласшӑн. Ӑна нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Муркаш районӗнче пулнӑ аварире ача шар курнӑ. Кун пирки ҪҪХПИ хыпарлать. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шкода Октавия» машина рулӗ умӗнче ларнӑ 48 ҫулти арҫын 8 ҫулти ачана, велосипедпа пыраканскере, ҫапса кайнӑ. Шӑпӑрлана тухтӑрсем пулӑшу панӑ. Арҫын ҪҪХПИ ӗҫченӗсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, арҫын ача ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта ӑнсӑртран сиксе тухнӑ. Водителӗн ОСАГО полисӗ ҫукки те тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Арҫын ача ҫул-йӗр правилисене пӑсни паллӑ. Анчах вӑл хӑй явап тытма пултараймасть, унӑн ашшӗ-амӑшне 800 тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Палӑртса хӑварар: машинӑсем ҫӳрекен ҫул ҫине 14 ҫул тултарнӑ велосипедҫӑ ҫеҫ тухма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш танкисчӗн хӗрне Шупашкара чӗннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, кунта сӑмах паттӑрлӑхне «Несокрушимый» фильмра сӑнарланине тивӗҫ пулнӑ Семен Коновалов танкистӑн хӗрӗ пирки пынӑччӗ. Паян Чӑваш Енри кинозалсенче «Несокрушимый» фильма тӳлевсӗр кӑтартнӑ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн залӗнче те кино курма май килнӗ. Унта фильмри тӗп сӑнар никӗсне лекнӗ Семен Коновалов танкистӑн, вӑл Совет Союзӗн Геройӗ ятне тивӗҫнӗ, хӗрӗ Ирина Бродская килнӗ. Семен Коновалов пӗр ҫапӑҫура 16 танка тӗп тунӑ. Ирина Бродскаяпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ. Ӑна Ирина Бродская ача чухне Чӑваш Енри тӑванӗсем патне, Тӑвай районне, ашшӗ-амӑшӗпе час-часах килсе ҫӳренине каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ҪҪХПИ Инстаграмра хӑйӗн страницине хыпарсемпе пуянлатсах тӑрать. Ведомствӑн инспекторӗ аманнӑ ҫынна пулӑшу пани пирки те ҫавӑнтах вуласа пӗлме пулать. Тунтикун, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 11 сехет тӗлӗнче Шупашкарти Шумилов урамӗнчи 31-мӗш ҫуртра арҫынна ҫӗҫӗпе аманти пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Взвод командирӗ Алексей Микейкин вырӑна чи малтан, икӗ минутран, ҫитнӗ. Командир хваттере кӗнӗ те тӗпелте арҫын ларнине, унӑн уринчен юн кайнине курнӑ. Юн самаях вӑйлӑ сӑрхӑннӑран Алексей Микейкин шӑлавар ременӗпе аманнӑ ҫыннӑн урине ҫыхнӑ. Каярахпа вырӑна васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ. Тухтӑрсем суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Мурманскри тата Питӗрти чӑвашсем килӗштерсе ӗҫлеме калаҫса татӑлнӑ. Мурманск облаҫӗнчи «Чувашский край» (чӑв. Чӑваш тӑрӑхӗ) общество организацийӗн ертӳҫи Валерий Осипов тата Питӗр хулинчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Валериан Гаврилов социаллӑ пурнӑҫпа культура тата суту-илӳпе экономика енӗпе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен алӑ пуснӑ. Питӗрти чӑвашсем Мурманскрисем юлашки ҫулсенче питех те хастаррине пӗлтереҫҫӗ. Чӑваш культурине сарас тесе вӗсем мӗнпур района, ҫар чаҫне ҫитеҫҫӗ. Облаҫри мероприятисене пуҫараҫҫӗ. Культурӑна сарнипе пӗрлех суту-илӳпе экономика ӗҫ-хӗлне аталантараҫҫӗ. Чӑваш апат-ҫимӗҫне сутакан лавккасем уҫаҫҫӗ. Чӑваш Ене Мурманскри пулла ӑсатаҫҫӗ. Валерий Гаврилов маларах Мурманскри чӑвашсен ертӳҫи пулнӑ май ҫакӑнта унӑн тӳпи тесе калаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ангелина Вовк Шупашкарти кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 20-24-мӗшӗсенче иртесси пирки хыпарланӑччӗ. Кинофестиваль программи хатӗр ӗнтӗ. Хальхинче пирӗн пата мӗнле сумлӑ хӑнасем килӗҫ-ха? Шупашкар Совет тата Раҫҫей театрӗпе киновӗн актерне, Раҫҫей халӑх артистне Александр Пашутина, Совет тата Раҫҫей театрӗпе киновӗн актерне Виктор Сухорукова, «Ералаш» киножурналӑн илемлӗх ертӳҫине Борис Грачевские, Беларуҫ тата Раҫҫей актрисине Янина Мелехована, Беларуҫ халӑх артистне Александр Ефремова, теле- тата радиоертӳҫе Ангелина Вовка кӗтсе илӗ. Этника тата регион киновӗн конкурсне 17 ӗҫ кӗнӗ (Чӑваш Ен, Хакас Республики, Чечня, Бурят Республики, Якути, Пушкӑртстан, Тутарстан, Кабарда-Балкар, Алтай крайӗ, Ямал-Ненецк автономи округӗ). Ҫавӑн пекех Австрали, Польша киновӗсене, ача-пӑча фильмӗсене кӑтартма, пултарулӑх тӗлпулӑвӗсем тата ӑсталӑх класӗсем ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Алексей Ладыковӑн Инстаграмри страницинчи сӑн Кӗҫех Ҫӗнтерӳ кунне уявлӑпӑр. Ҫак уяв умӗн Шупашкарти 10 ветерана «Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ ятпа» юбилейлӑ медаль парӗҫ. Ҫак наградӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн пурнӑҫне хулапа ҫыхӑнтарнӑ ветерансем тивӗҫӗҫ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата хула мэрӗ Евгений Кадышев виҫӗ ветерана медальпе чысланӑ ӗнтӗ. Ӑна Ҫар Мухтавӗн музейӗн пуҫаруҫи Нил Морозов, Электраппарат савутӗнче 40 ҫул ытла ӗҫленӗ Александр Рыбаков, В.И.Чапаев палӑкне тунӑ ҫӗрте вӑй хунӑ Георгий Охотников тивӗҫнӗ. Ҫитес вӑхӑтра юбилейлӑ медале Раҫҫейре Амӑшӗн мухтавӗн музейне чи малтан йӗркеленӗ Дмитрий Егорова, лифтсем валли ҫӗнӗ хатӗр шухӑшласа кӑларнӑ Александр Зимина парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |