Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарта кафе ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Пушар Гагарин урамӗнче вырнаҫнӑ «Евразия» кафере пулнӑ. Ҫулӑм шалта вентиляци тытӑмӗнче тухнӑ. Пушар вӑхӑтӗнче кафере 10 ҫын пулнӑ, пурте – унта ӗҫлекенсем. Вӗсене пурне те урама кӑларнӑ. Пушарнӑйсем 3 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче сарӑлнӑ ҫулӑма сӳнтернӗ. Ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Ӗнер Куславккара лавкка ҫуннӑ. Ҫулӑм сентре ҫинчи апат-ҫимӗҫе, касса аппаратне тӗп тунӑ. Пушар вӑхӑтӗнче лавкка хупӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |