Культура
![]() Чӳк уйӑхӗн 11-20-мӗшӗсенче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Шупашкарти театр форумӗ иртӗ. Ӑна Раҫҫейри тата ҫывӑх ют ҫӗршывсенчи халӑхсен наци драматургине анлӑлатас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех форум пултарулӑх ҫыхӑнӑвӗсене йӗркелеме, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма пулӑшӗ. Унта Раҫҫейри тата ҫывӑх ют ҫӗршывсенчи профессионал ҫамрӑксен театрӗсем хутшӑнма пултарӗҫ. Форумпа килӗшӳллӗн ача-пӑча наци драматургин пӗтӗм тӗнчери «От чистого истока в прекрасное далеко» лабораторийӗ, наци ҫамрӑксен театрӗсен Пӗтӗм тӗнчери «Атӑл юмахӗ» фестивалӗ иртӗ. Форумра ӑсталӑх класӗсем те пулӗҫ. Палӑртмалла: Шупашкарти театр форумӗ РФ Культура министерстви, ЧР Культура министерстви пулӑшнипе иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Альбина Юрату архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Турцинче «Чӑваш хӗрӗ Салампи» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ку вӑл — паллӑ чӑваш ҫыравҫин Александр Артемьевӑн паллӑ ӗҫӗн куҫарӑвӗ. «Пур чӑваша та ҫӗнӗ кӗнекепе САЛАМЛАТӐП», — тесе хавхаланса пӗлтернӗ ӗнер Альбина Юрату сӑвӑҫ Фейсбукри хӑйӗн страницинче. Чӑваш халӑхӗ юратса вулакан ҫав хайлава турккӑллӑ Булент Байрам куҫарнӑ. Булент Байрам, палӑртар, филолог тата фольклорист. Чӑваш халӑхӗн культурипе чӗлхине халалласа вӑлтемиҫе ӗҫ те калӑпланӑ. Альбина Юрату сӑвӑҫ турккӑ тӑлмачипе паян туслӑ иккен. Унпа вӑл Булент Байрам мӑшӑрӗпе Венера Шупашкара тӗрӗк чӗлхисемпе ҫыхӑннӑ конференцине килсен темиҫе ҫул каялла килсен паллашнӑ. «Чӑваш хӗрӗ Салампи» кӗнекене ӳкерчӗксемпе Альбина Юратӑвӑн хӗрӗ Ольга Любимова илемлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Аркадий Попов тунӑ сӑн Ӗнер «Чӗнтӗрлӑ чаршав» республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Чыслав Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче иртнӗ. Унта мӗнле спектакльсем хутшӑнасси пирки унччен хыпарланӑччӗ. «Чи лайӑх спектакль» номинацире Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн «Аттила» балечӗ ҫӗнтернӗ. Постановка ташӑҫи Алексей Рюмин арҫын рольне чи лайӑх калӑпланӑшӑн чыса тивӗҫнӗ, Андрей Галкин «Спектакле юрӑ-кӗвӗпе илемлетнӗшӗн» номинацире палӑрнӑ. «Хӗрарӑм рольне чи лайӑх калӑплакан» номинацире «Анисса» спектакльте вылякан Эмилия Назарова (Чӑваш патшалӑх драма театрӗ) мала тухнӑ. Ҫак постановкӑрах Сатай рольне калӑплакан Вячеслав Александров «Иккӗмӗш планри чи лайӑх роль» номинацире ҫӗнтернӗ. Чыславра Театр кунне халалласа «Атӑлҫи театрӗ» фестиваль пуҫланасси пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Дмитрий Неяскин Паян Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗ иртнӗ. Шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин ведомствӑн пӗлтӗрхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Кун хыҫҫӑнах ун патне «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» фракцин пуҫлӑхӗнчен Игорь Моляковран ыйту пулнӑ. «Тӑван ывӑлӑр, Сарӑтури ҫамрӑк ҫын, ӑнсӑртран Чӑваш Ене килсе тӳрех ЧР юстици министрӗн ҫумӗн пуканне йышӑннине эсир килӗшӳллӗ япала тесе шутлатӑр-и?» - ҫапла янӑранӑ ыйту. «Ывӑл – ӳснӗ ҫын, Раҫҫей гражданинӗ. Документсене тӑратнӑ, конкурс витӗр тухнӑ. Вӑл мӗнле ӗҫленине ведомство ертӳҫи хаклатӑр», - хуравланӑ Сергей Неяскин. Аса илтерер: Дмитрий Неяскин ЧР юстици министрӗн ҫумӗн пуканне кӑҫал нарӑс пуҫламӑшӗнче йышӑннӑ. Вӑл миҫери паллӑ мар, ведомство сайтӗнче унӑн биографийӗ ҫук. Ашшӗ, Сергей Неяскин, 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче ЧР ШӖМне ертсе пыма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ведомство сайтӗнчи сан Пушӑн 26-мӗшӗнче ЧР Спорт министерствин коллегийӗ пӗлтӗр чи лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ спотсменсемпе тренерсен ячӗсене пӗлтернӗ. Ведомство шухӑшӗпе, чи лайӑх спортмен ятне Татьяна Акимова биатлонистка, Лана Прусакова фристайлҫӑ, Анжелика Сидорова ҫӑмӑл атлет тивӗҫ. Вӗсем пурте – тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗсем. Адаптивлӑ спортра вара чи лайӑххисем ҫаксем пулнӑ: Сергей Абозин (хӑлха илтеменнисен спорчӗ), Илья Паргеев (парабидмантонист). Ирӗклӗ кӗрушӳҫӗсенчен Евгений Захарченкӑпа Мария Кузнецовӑна палӑртнӑ. Александр Козлов йывӑр атлет, Анастасия Кирилловӑпа Вера Лоткова самбистсем те лайӑх кӑтартусемпе савӑнтарнӑ. Чи лайӑх тренерсем – Никита Васильев (фристайл), Сергей Пегасов (самбо тата дзюдо). Сусӑрсене ӑмӑртусене хатӗрлесе Алексей Атласкин тата Григорий Сергеев тренерсем палӑрнӑ. Спорт резервне хатӗрлекенсенчен Геннадий Иванова тата Ольга Смирновӑна палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Брянскра ҫӗрулми туса илес ӗҫ лайӑх пынине ырласа калаҫнӑччӗ. Ку хыпар та ҫак тӑрӑхри ҫимӗҫ пирки пулӗ, анчах хальхинче – савӑнтараканни мар. Россельхознадзор ӗҫченӗсем Чӑваш Енри лавккасенче Брянск облаҫӗнчен кӳрсе килнӗ, сывлӑхшӑн сиенлӗ сырсем тупса палӑртнӑ. Вӗсенче сывлӑха начар витӗм кӳрекен ӳсен-тӑран ҫӑвӗсем пур. Кун пирки ведомствӑн пресс-служби пӗлтерет. Ҫак сырсене Шупашкарти тата Канашри лавккасенче тупнӑ. Вӗсем «Сыр Российский», «Просто Народный», «Сыр Российский полутвердый» ятлӑ. Вӗсенче стерин тупса палӑртнӑ. Унпа медицинӑра, косметикӑра усӑ кураҫҫӗ, апат-ҫимӗҫе яраҫҫӗ. Анчах, фитостеринсем холестерин шайне пӗчӗклетнине калаҫҫӗ пулсан та, вӗсем чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене аталанма пулӑшаҫҫӗ. Ҫапла майпа Брянск тӑрӑхӗнчен кӳрсе килнӗ сыр ГОСТпа килӗшсе тӑмасть. Нормӑра палӑртнӑ тӑрӑх, сырта фитостеринсем пулмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Хӗрле Чутай район администрацийӗ 1,7 миллион ытла тенкӗпе кроссовер туянма хатӗрленни пирки пӗлтернӗччӗ. Хальлӗхе тӳре-шара ку ӗмӗте пурнӑҫлаймӗ-ха — Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ аукциона пӑрахӑҫлаттарма ыйтнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, администраци закупкӑра каталогра ҫук характеристкӑсем кӑтартнӑ: тӗслӗхрен, машинӑна хӑҫан туса кӑларни, кузов тӗсӗ, двигатель калӑпӑшӗ, передачӑсен хисепӗ, автомобиль калӑпӑшӗ тата ытти те. Документацире закупка планӗ, план-график, закупка тумалли извещени те ҫук. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, документацире ҫырса кӑтартнӑ тавар пӗр производителӗннипе ҫеҫ пӗр килет. Ыттисем те ҫак требованисемпе тавар сӗнме пултарнине ӗнентерекенни ҫук. Ведомство предписани ҫырнӑ, унта палӑртнӑ тӑрӑх, заказчикӑн ака уйӑхӗн 8-мӗшӗччен «электронлӑ аукциона пӑрахӑҫласа» йӗркене пӑснине пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шӑмӑршӑри полицейски 48 ҫулти хӗрарӑма кӳреннӗ. Ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах судах ҫитнӗ. Пакунлипе хӗрарӑм хушшинчи ӑнланманлӑх кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вырӑнти район пульницинче чирлисене йышӑнмалли уйрӑмра сиксе тухнӑ. 48-ти хӗрарӑм хӗрӗнкӗ пулнӑ-мӗн (ҫакна суд та ҫирӗплетнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтерет) полицейские усал сӑмахсемпе кӳрентернӗ. Хӗрарӑм ятланине ытти ҫын та илтнӗ. Судра хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне тунман. Хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан влаҫ ҫыннине кӳрентернӗшӗн хӗрарӑма РФ Пуҫиле кодексӗн 319-мӗш статйипе айӑпласа 7 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Пӗтӗм вырӑссен диктантне ҫыракансем авточупу йӗркеленӗ. Вӗсем ҫула пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухнӑ. 219 кунта 10 пин километра парӑнтарма, 27 хулана ҫитме палӑртнӑ. Проекта хутшӑнакансем ҫав вӑхӑтра Владивосток, Уссурийск, Хабаровск, Биробиджан, Благовещенск, Чита, Улан-Удэ, Иркутск, Красноярск, Кемӗр, Ҫӗнҫӗпӗр, Омск, Ялуторовск, Курган, Челябинск, Ӗпхӳ, Ижевск, Хусан, Шупашкар, Пенза, Саранск, Чулхула, Ярославль, Вологда, Питӗр, Нарва, Таллин хулисенче пулӗҫ. Шупашкара ушкӑн пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 19 сехете ҫитмелле. Виҫӗ «ГАЗ» автомобильпе вӗсем «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ патӗнчи стоянкӑна пырса чарӑнӗҫ. Вӗсемпе тӗл пулма кашнинех май пур. Курма пыракансемпе проекта хутшӑнакансем тӗрлӗ акци ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ пуҫлӑха тӳрре кӑларман. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ӳсӗр ҫын ҫине машинӑпа пырса кӗнӗ. Инкек Патӑрьел районӗнче «Калинино-Патӑрьел-Елчӗк» ҫул ҫинче пулса иртнӗ. «Тойота-Камри» машинӑна тытса пыракан 31 ҫулти арҫын ҫул ҫинче ҫывӑрса кайнӑ ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Машина айне лекнӗ 51 ҫулти этем сусӑр пулса юлнӑ. Машина рульне тытса пынӑ Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ хӑйӗн айӑпне йышӑнман иккен. Чылай экспертиза ирттернӗ хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем машина ытла хӑвӑрт пынине палӑртнӑ. Айӑпне йышӑнман пулин те руль умӗнчи ҫын шар курнӑ арҫынна 100 пин тенкӗ укҫа куҫарса, эмел, сусӑр кӳми туянса панӑ. Патӑрьел район сучӗ водителе каҫарма йышӑннӑ. Анчах Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ ҫав приговора пӑрахӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.