Хулара
![]() Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫыхарнӑ май республикӑра тӗрлӗ акци иртет. Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта патриотлӑхпа ҫыхӑннӑ флешмоб йӗркеленӗ. Унта ҫамрӑксен общество организацийӗсен пайташӗсем, хулари вӗренӳ учрежденийӗсенчи студентсем, хастар ҫынсем хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе – 800 ытла ҫын. Ҫакӑн чухлӗ ҫын мӗн тунӑ-ха? Вӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене хисепленине, тав тунине палӑртса «Эпир астӑватпӑр!» (ӑна вырӑсла «Мы помним!» тесе ҫырнӑ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, флешмоба хутшӑнакансем И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн «Созвучие» вокал ансамблӗпе пӗрле «Катюша» юрра шӑрантарнӑ. Сӑмах май, флешмобра мӗнле сӑмаха ҫырассине «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерсе палӑртнӑ. Ыйтӑма хутшӑннисен 60 проценчӗ «Мы помним!» сӑмах ҫаврӑнӑшне суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян 13 сехет те 5 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарти Ҫамрӑксен тӑкӑрлӑкӗнчи 7-мӗш ҫуртра хваттер ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм балкон ҫине хӑвӑртах куҫнӑ. Ҫакна курнӑ кӳршисем пушарнӑйсене чӗннӗ. Пушарнӑйсем тата техника вырӑна 10 минутранах ҫитнӗ. Ҫак самантра хваттер хуҫи килте пулман, унта 50 ҫулсенчи хӗрарӑм йыттипе пурӑнать. Чӗрчун вара килтех юлнӑ. Ҫалавҫӑсем ҫунакан хваттере кӗрсе йытта урама илсе тухнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл чӗрех пулнӑ, анчах ури ҫине тӑрайман. Пушарнӑйсем ӑна шыв ӗҫтерсен тин хӑйне лайӑхрах туйнӑ. Балкон вӑйлах ҫуннӑ. Ҫулерех пурӑнакан кӳршисен шалти стенисем, балконӗ сиенленнӗ. Халӗ ҫулӑм ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл проводкӑран тухнӑ. Кӳршисен шухӑшӗпе, кил хуҫи телевизора сӳнтермесӗр хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Пӗлтӗр Шупашкарти общество транспорчӗсенчи билет икӗ хутчен хакланнӑ: утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тата раштавӑн 1-мӗшӗнче. Кӑҫал хака татах хӑпартма палӑртнӑ. Улшӑнусем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулӗҫ. Хула администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче постановлени проекчӗпе паллашма пулать. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, общество транспорчӗпе каймалли билет хакӗ 2 тенкӗ ӳсӗ. Ҫапла майпа авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа троллейбуспа каймашкӑн 22 тенкӗ кирлӗ пулӗ, карточкӑпа тӳлесен – 20 тенкӗ. Автобуссемпе маршруткӑсенче хак 25 тенкӗпе танлашӗ, карточкӑпа – 21 тенкӗ. Пӗр уйӑх ҫӳремелли билет хакӗ 900 тенке ҫитӗ (халӑхпа организацисем валли). Студентсемпе вӗренекенсен билета 650 тенкӗпе туянма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() 2017 ҫулта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев 3 миллион та 889 пин те 315 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Пӗлтӗр вара унӑн тупӑшӗ нумайрах пулнӑ. 2018 ҫулта Михаил Васильевич тӗп ӗҫ вырӑнӗнче 5 миллион та 415 пин те 586 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Кунта тӑватӑ ҫул канман отпуска шутласа пани те кӗнӗ. Кунсӑр пуҫне Элтепер пӗлтӗр 653 пин те 338 тенкӗ илнӗ. Ҫапла майпа унӑн енчӗкӗ пӗтӗмпе 6 миллион та 68 пин те 924 тенкӗпе пуянланнӑ. Элтепер уйӑхне вӑтамран 505 пин тенкӗ ытла ӗҫлесе илнӗ. Элтеперӗн мӑшӑрӗ пӗлтӗр ӗҫре 731 350 тенкӗ илнӗ. Кунсӑр пуҫне хушма тупӑш пулнӑ: 5,90 тенкӗ. Ҫакна та палӑртса хӑвармалла: пӗлтӗртенпе ЧР правительствин пайташӗсен тата ЧР Элтеперӗн шалӑвӗ 10 процент пӗчӗкленмелле пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарти пульницӑсенче черетлӗ хутчен Уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Хальхинче вӑл ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулӗ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Республикари клиника пульницин (Мускав проспекчӗ, 11-мӗш ҫурт) ҫынсене акушер-гинеколог тата невролог-эпилептолог йышӑнӗҫ. Вӗсем патне лекес тесен Call-центр урлӑ 45-95-58 номерпе шӑнкӑравламалла. Хулари иккӗмӗш пульницӑра та Уҫа алӑксен кунӗ иртӗ. Шупашкарти Гагарин урамӗнчи 53-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ 1-мӗш номерлӗ поликлиникӑра кӑкӑр органӗсен флюорографине тутарма пулать. Тухтӑрсем 8 сехетрен пуҫласа 10 сехетчен йышӑнӗҫ. Рентген пӳлӗмӗ вара ирхи 8-тан 13 сехетченех ӗҫлӗ. Акушер-гинеколог, невролог, травматолог, офтальмолог кӑнтӑрла иртни 14 сехетчен йышӑнӗҫ. Вӗсем патне лекес тесен электрон регистратура урлӑ малтанах ҫырӑнмалла. Хулари тӗп пульницӑра невролог, офтальмолог, хирург, травматолог, уролог, эндокринолог, дерматолог, гинеколог, кардиолог, аллерголог, нефролог, ревматолог, пульмонолог, гастроэнтеролог, гериатр тата ытти хӑш-пӗр врач патне лекме май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Иртнӗ ҫул Шупашкарта Алексей Логинов урамне уҫнине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем астӑваҫҫӗ пулӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствипе Тӗп универмаг хушишинче вырнаҫнӑ урама ҫавӑн пек ят пама йышӑннӑччӗ. Алексей Логинов — Совет Союзӗн Геройӗ. Вӑл — Хӗрлӗ Чутай районӗн ҫынни. 1931-1934 ҫулсенче шалти ӗҫсен органӗсенче милиционер-счетоводчикра ӗҫленӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗн милици управленийӗн секретарӗнче вӑй хунӑ. Фронта 1941 ҫулта тухса кайнӑ. Алексей Романович 1943 ҫулта авӑн уйӑхӗнче пуҫ хунӑ. СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн ӑна вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗн ятне панӑ. Паян Логинов урамӗнче унӑн палӑкне уҫнӑ. Унта тӗрлӗ шайри тӳре-шара хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре ҫак кунсенче «Частник» (чӑв. Уйрӑм ҫын) уйӑхлӑх иртет. Вӑл ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пуҫланнӑ, ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Профилактика мероприятине Гостехнадзор инспекцийӗпе Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви ирттереҫҫӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче инспекторсем уйрӑм ҫынсем хӑйсен тракторӗсемпе тата мотоблокӗсемпе епле усӑ курнине хаклӗҫ. Гостехнадзор инспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри мӗнпур трактортан 60-а яхӑн проценчӗ — уйрӑм ҫынсен аллинче. Тракторсене тата хӑй тӗллӗн ҫӳрекен техникӑна теприсем тӗрӗслеттермеҫҫӗ. Ҫакӑ инкек патне илсе ҫитерме пултарать. Юсавлӑ техника та асӑрханманнине каҫармасть. Вӑрнар районӗнче пӗчӗк ача тракторӑн хыҫалти чӳречинчен тухса ӳкнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче Чӑваш Енре халӑх йышӗ 951 ҫын чакнӑ. Ача ҫураласси — 11,7 процент, ҫын вилесси 3,9 процент сахалланнӑ. Кун пирки Чӑвашстат кӑтартӑвӗсене тӗпе хурса «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарланӑ. Ҫулталӑкӑн пирвайхи виҫӗ уйӑхӗнче ҫуралакансен шучӗ вилекенсенчен 34 процент ытларах пулнӑ-ха. Апла пулин те ача ҫураласси, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе пӑхсан, самай чакнӑ. Унчченхи ҫулсенчи пекех, чӗре тата юн тымарӗсен чирӗсенчен вилекен ытларах (пӗтӗмӗшле йышӑн 39 проценчӗ). Каларӑмӑр ӗнтӗ: республикӑра пурӑнакансен йышӗ 951 ҫын чакнӑ. Ку та, иртнӗ ҫулхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсемпе пӑхсан, 218 ҫын ытларах. Ҫын чакнин енӗпе Улатӑр хулипе районӗ, Ҫӗмӗрле хули палӑрнӑ. Шупашкарта вара ку енӗпе лару-тӑру ҫуллен лайӑхланать, кӑҫал та ҫаплах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта юр хыракан тракторӑн 30 ҫулти водителӗ айӑплине суд ҫирӗплетнӗ. Ӑна кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче нумай хваттерлӗ ҫуртӑн тирпейлӳҫине асӑрхаса ҫитереймесӗр вилмеллех таптанӑшӑн явап тыттарнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек тӗп хулари Мир проспектӗнчи 88-мӗш б тата 100-мӗш ҫуртсен хушшинче пулнӑ. Юр хыракан трактор 34 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Тирпейлӳҫӗре ӗҫлекенскер йывӑр суранӗсене чӑтаймасӑр ҫавӑнтах вилсе кайнӑ. Трактор шоферӗ хӑйӗн айӑпне тӳрех йышӑннӑ. Суд пуҫиле ӗҫе тишкернӗ вӑхӑтра ҫамрӑк арҫын ку таранччен те саккуна пӑсманнине, шар курнин амӑшне пулӑшу кӳнине шута илнӗ. Ӑна 50 пин тенкӗ штраф тӳлеттерсе пуҫиле ӗҫе хупма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енри нумай хваттерлӗ ҫуртсен тӗплӗ юсав фончӗн тӗп директорне Олимпиада Епифановӑна должноҫран кӑларнӑ. Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнчен асӑннӑ фонда ҫӗнӗ ҫын ертсе пырӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри нумай хваттерлӗ ҫуртсен тӗплӗ юсав фончӗн тӗп директорне ҫирӗплетесси ҫинчен калакан йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, ку должноҫе Вячеслав Долгов йышӑнӗ. Ӗҫ килӗшӗвӗ тӑрӑх вӑл ку ӗҫре 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗччен вӑй хурӗ. Ку таранччен Вячеслав Долгов «Жилкомсервис-1» ертсе пыракан компанин директорӗ пулнӑ. Палӑртса хӑвармалла, Олимпиада Епифанова та ӗҫ килӗшӗвӗ тӑрӑх ҫак должноҫре пилӗк ҫул вӑй хунӑ. Ӑна фонд директорӗн пуканне 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗнче шанса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |