Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Колешша

Персона
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан Нина Анисимова 90 ҫул тултарнӑ. Ӑна ҫав ятпа Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр (кинемее унти социаллӑ ӗҫчен пулӑшса пурӑнать) ӗҫченӗсем килне пырса саламланӑ.

Нина Емельяновна Шупашкар районӗнчи Колешша ялӗнче ҫуралнӑ. Упӑшкипе хӗрпе ывӑл ҫуратса ӳстернӗ, паян кинемей 4 мӑнукпа тата мӑнукӗн 4 ачипе савӑнса пурӑнать. 40 ҫул ытла Электроаппаратура заводӗнче слесарь-сборщик пулса тӑрӑшать.

 

Пӑтӑрмахсем
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Колешша ялӗнче пурӑнакан ҫынна кӳршине кӳрентерсе пӗтернӗшӗн явап тыттарнӑ. Ӑна суд штрафланӑ.

Ял ҫынни пӑтӑрмах пирки прокуратурӑна ҫӑхавланӑ хыҫҫӑн унтисем тӗрӗслев ирттернӗ. Колешша ялӗнче пурӑнакан арҫын пӗр ирхине, чӑн та, хӑйӗн кӳршине килӗшӳсӗр сӑмахпа кӳрентерсе пӗтернине палӑртнӑ. Лешӗ ҫавна телефон камери ҫине ӳкерсе илнӗ.

Чӗлхене ирӗке янӑшӑн арҫынна суд административлӑ майпа явап тыттарса 3 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

 

Ҫул-йӗр

Шупашкар тата Вӑрнар районӗсенче ҫул-йӗр юсанине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе пахаланӑ. Тӗрӗслеве ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин тата «Чӑвашупрдор» хысна предприятийӗн ӗҫченӗсем тухнӑ. Вӗсем Шупашкар районӗнче «Кӳкеҫ - Иккасси - Колешша», Вӑрнар районӗнче «Шӑхасан - Нурӑс» ҫулсене епле юсанине хакланӑ. Ик ҫӗрте те «ВолгаДорСтрой» тулли мар яваплӑ общество ӗҫлет. Шупашкар районӗнчи объекта ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче юсама тытӑннӑ. Контракт хакӗ — 136,6 млн тенкӗ. Ӗҫе чӳк уйӑхӗнче вӗҫлемелле. Вӑрнар районӗнчи юсав хакӗ — 323,5 млн тенкӗ. Ҫула ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче юсама пуҫланӑ та чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче вӗҫлемелле. Палӑртнине подряд организацийӗ вӑхӑтра вӗҫлеме шантарнӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри ҫынсем пӑшал парса укҫаллӑ пулаҫҫӗ. Кунта сӑмахӗ саккунлӑ майпа илменни пирки пырать. Ҫавна йӗрке хуралҫисене кӑмӑлпа кайса парсан укҫа тӳлеҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа полицейскисем Чӑваш Ен ҫыннисене 90 пин тенкӗ ытла тӳленӗ. Ятарлӑ майпа шута илмен хӗҫ-пӑшала ҫынсем самай илсе пынӑ. Ҫав шутра — 40 ытла вулӑ, 1,5 пин ытла патрон.

Хӗҫ-пӑшала йӗрке хуралҫисене паракансене ӑна саккуна пӑсса тытнишӗн явап тыттармаҫҫӗ тата укҫа тӳлесе хавхалантараҫҫӗ. Пӗлтӗр пӗтӗмпе те 70 вулӑ илсе пынӑ, патрона кӑҫалхи чухлех темелле-ха.

Нумаях пулмасть Шупашкарти полицейски пайне республикӑн тӗп хулинче пурӑнакан арҫын тутӑхса кайнӑ сунар пӑшалӗпе пырса кӗнӗ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ӑна вӑл Шупашкар районӗнчи Колешша патӗнчи вӑрманта тупнӑ. Экспертсем пӑшала 1957 ҫулта кӑларнине палӑртнӑ. Йӗрке хуралҫисене пырса панӑшӑн арҫынна 5-6 пин тенкӗ парса хавхалантарасси пирки пӗлтереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=141004
 

Ял пурнӑҫӗ

Шупашкар районӗнчи Колешша ялӗнче шыва темрен ытла хаклаҫҫӗ. Вӗсем паянхи кун та шыва кӗвентепе йӑтаҫҫӗ. Ҫӑлӗ вара вӗсен пӗрре ҫеҫ. Вӑл та пулин 1 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

Централизациленӗ шыв пирки кунти халӑх 5 ҫул ӗмӗтленет. Республика программине кӗме май килмен вӗсен.

Ялта 113 кил, унта 300 ытла ҫын пурӑнать. Кунта ӗмӗрӗпех шыв пулман-мӗн. Унччен кашни килтех ҫӑл пулнӑ, анчах 2010 ҫулхи шӑрӑха пула вӗсем типсе ларнӑ-мӗн.

Ҫуркунне вара ҫӑл патне утма чӗр нуша: лачакаллӑ, шывлӑ… Хӑшӗ-пӗрин шыв патне кунне 20–25 хут та утма тивет. Пушар тухсан та хӑрушӑ. Пушарнӑйсен шыв илме Шоркка ялне кайма тивет. Вӑл 3 ҫухрӑм аякра.

Халӑх шыв ыйтӑвне пухусенчен пӗрре мар ҫӗкленӗ. 2010 ҫулта проект та хатӗрленӗ, вӑл патшалӑх тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ. Ун чухне кашни килтен 1500 тенкӗ те пухнӑ. Анчах колешшасем республика программине ҫавах лекеймен.

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ патне те кайнӑ. Хальлӗхе хурав ҫук. Унтан Д.Медведевӑн общество приемнӑйне хут ҫитернӗ. Хурав килнӗ, проект тупӑннӑ. 2014 ҫулта ЧР Строительство министерствине заявка панӑ.

Малалла...

 

Экскурсие килнӗ ачасем
Экскурсие килнӗ ачасем

Шоркка ялӗ ҫумӗнчи икӗ арман пирки сахал мар ҫырчӗҫ ӗнтӗ — Шупашкар район хаҫачӗ те, «Хыпар» та, ытти МИХсем те. Ӗмӗр ытла ларакан армансем чӑн та хӑйсен хӑвачӗпе тыткӑнлаҫҫӗ. Паян вара вӗсемпе паллашма Ҫатра-Лапсар шкулӗн ачисем ҫитрӗҫ.

Ӗнер кӑна Шуршӑлти Космонавтика музейӗнче пулнӑ ачасемшӗн кунти армансем чӑнах та питӗ кӑсӑклантарса ячӗҫ. Хӑй арманӗсене ҫӑрапа питӗрнӗрен шала кӗрсе пӑхма май пулмарӗ пулин те таврари ытти ял хуҫалӑх ҫурчӗсем вара вӗсене самай илӗртрӗҫ — тырӑ типӗтмелли агрегатсене пӑхса ҫаврӑнчӗҫ, вир тыррине епле суйланине курчӗҫ.

Армансемпе вара Колешша ял клубӗнче ӗҫлекен вырӑнти таврапӗлӳҫӗ Николаев Владимир Никонович паллаштарчӗ. Ачасем арман чӑннипе епле пулнине пӗлчӗҫ, ҫил арманӗсене халӑх мӗншӗн нумай лартнине ӑнланчӗҫ (вӗсене лартма патшалӑхран ятарлӑ ирӗк илмелле пулман имӗш). Схемӑпа та паллашрӗҫ — хӑш-пӗр пайӗсене Шоркка арманӗсене сӑнаса хӑйсене валли палӑртрӗҫ. Каласа хӑварас пулать: пӗр арманне 1908 ҫулта лартнӑ (ӑна халь кӑштах юсанӑ, шӑвӑҫпа витнӗ), тепӗрне ывӑлӗ 1920-мӗш ҫулсенче юнашар вырнаҫтарнӑ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, -10 - -12 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче кӑмӑл-туйӑм сирпӗнес пек, вӑл сирӗн кӑмӑла витӗм кӳрӗ. Эрне варринче ӗҫри ҫитменлӗхсене пӗтерме, витӗмлӗ ҫынсен пулӑшӑвне туйма май пулӗ. Эрне вӗҫӗ кӗтмен хыпарсемпе, ууҫапа е ӗҫпе ҫыхӑннисем, савӑнтарӗҫ. Харпӑр пурнӑҫра хирӗҫесрен пӑрӑнӑр – пӗчӗк ӑнланманлӑх та вырнаҫтарма пултарать.

Нарӑс, 22

1898
127
Ялавин Сергей Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, литература хаклавҫи ҫуралнӑ.
1938
87
Илле Тӑхти, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1939
86
Калинин, Совет тата Октябрьски районсене туса хунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын