Чӑваш Енри ҫынсем пӑшал парса укҫаллӑ пулаҫҫӗ. Кунта сӑмахӗ саккунлӑ майпа илменни пирки пырать. Ҫавна йӗрке хуралҫисене кӑмӑлпа кайса парсан укҫа тӳлеҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа полицейскисем Чӑваш Ен ҫыннисене 90 пин тенкӗ ытла тӳленӗ. Ятарлӑ майпа шута илмен хӗҫ-пӑшала ҫынсем самай илсе пынӑ. Ҫав шутра — 40 ытла вулӑ, 1,5 пин ытла патрон.
Хӗҫ-пӑшала йӗрке хуралҫисене паракансене ӑна саккуна пӑсса тытнишӗн явап тыттармаҫҫӗ тата укҫа тӳлесе хавхалантараҫҫӗ. Пӗлтӗр пӗтӗмпе те 70 вулӑ илсе пынӑ, патрона кӑҫалхи чухлех темелле-ха.
Нумаях пулмасть Шупашкарти полицейски пайне республикӑн тӗп хулинче пурӑнакан арҫын тутӑхса кайнӑ сунар пӑшалӗпе пырса кӗнӗ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ӑна вӑл Шупашкар районӗнчи Колешша патӗнчи вӑрманта тупнӑ. Экспертсем пӑшала 1957 ҫулта кӑларнине палӑртнӑ. Йӗрке хуралҫисене пырса панӑшӑн арҫынна 5-6 пин тенкӗ парса хавхалантарасси пирки пӗлтереҫҫӗ.