Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ыран, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Етӗрне тӑрӑхӗнче халӑхсен хушшинчи джаз фестивалӗ иртет. Унта 18 ҫултан аслӑрах ҫынсем ҫитсе курма пултараҫҫӗ.
Мероприяти Совхозный поселокӗнчи лаша заводӗнче уҫӑ тӳпе айӗнче иртӗ. Ҫывӑхрах, Сӑр юханшывӗ хӗрринче, улмуҫҫисем чечеке ларнӑ, таврара чӗрӗ юрӑ-кӗвӗ янӑрӗ…
Сцена ҫине тӗрлӗ ҫӗршыври мусӑкҫӑсем тухӗҫ: Австралири Дэн Барнет, Кубӑри Juan Orlando Band ушкӑн, ҫавӑн пекех Mr. Melvin. Раҫҫейрен вара Сергей Долженков тата MarshiMellow Orchestra квинтечӗ пулӗ.
Мероприятире ҫавӑн пекех ӗҫме дегустацийӗ, ӑсталӑх класӗсем пулӗҫ. Ачасем валли вылямалли лапмсем те уйӑрса парӗҫ.
Фестиваль 14 сехетре пуҫланать.
