Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шоркка арманӗсем ачасене Хусанти аквапаркран ытларах килӗшрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 29.05.2013 22:36 | 1836 хут пӑхнӑ
Экскурсие килнӗ ачасем
Экскурсие килнӗ ачасем

Шоркка ялӗ ҫумӗнчи икӗ арман пирки сахал мар ҫырчӗҫ ӗнтӗ — Шупашкар район хаҫачӗ те, «Хыпар» та, ытти МИХсем те. Ӗмӗр ытла ларакан армансем чӑн та хӑйсен хӑвачӗпе тыткӑнлаҫҫӗ. Паян вара вӗсемпе паллашма Ҫатра-Лапсар шкулӗн ачисем ҫитрӗҫ.

Ӗнер кӑна Шуршӑлти Космонавтика музейӗнче пулнӑ ачасемшӗн кунти армансем чӑнах та питӗ кӑсӑклантарса ячӗҫ. Хӑй арманӗсене ҫӑрапа питӗрнӗрен шала кӗрсе пӑхма май пулмарӗ пулин те таврари ытти ял хуҫалӑх ҫурчӗсем вара вӗсене самай илӗртрӗҫ — тырӑ типӗтмелли агрегатсене пӑхса ҫаврӑнчӗҫ, вир тыррине епле суйланине курчӗҫ.

Армансемпе вара Колешша ял клубӗнче ӗҫлекен вырӑнти таврапӗлӳҫӗ Николаев Владимир Никонович паллаштарчӗ. Ачасем арман чӑннипе епле пулнине пӗлчӗҫ, ҫил арманӗсене халӑх мӗншӗн нумай лартнине ӑнланчӗҫ (вӗсене лартма патшалӑхран ятарлӑ ирӗк илмелле пулман имӗш). Схемӑпа та паллашрӗҫ — хӑш-пӗр пайӗсене Шоркка арманӗсене сӑнаса хӑйсене валли палӑртрӗҫ. Каласа хӑварас пулать: пӗр арманне 1908 ҫулта лартнӑ (ӑна халь кӑштах юсанӑ, шӑвӑҫпа витнӗ), тепӗрне ывӑлӗ 1920-мӗш ҫулсенче юнашар вырнаҫтарнӑ. Кулаксемпе кӗрешес тапхӑр пуҫлансан хуҫисем вӗсене колхоза панӑ.

Владимир Никонович таврапӗлӳҫӗ Ҫатра-Лапсар ачисене ял тӑрӑхӗнчи ытти вырӑнсемпе те паллаштарчӗ — Шоркка ҫӑлӗпе, Шоркка ялне никӗслекенсене халалласа лартнӑ юпапа, Колешша патӗнчи Киремет йывӑҫҫипе. Чӳк тумалли вырӑнта ларакан юман самай хӑрнӑ пулин те ҫавах ӳкмен-ха. Хӑй вӑхӑтӗнче ял халӑхӗ ӑна сыхласа хӑварнӑ — вӑрмана хӑрӑк йывӑҫсенчен тасатма пуҫласан чӳк вырӑнӗ тесе касма паман. Ачасем киремет йывӑҫҫине ҫупӑрласа пӑхрӗҫ — ҫапла май пиллӗксем илме вӑй-хӑват та илчӗҫ пулӗ.

Ачасене экскурсине илсе тухнӑ класс ертӳҫи Иванова Светлана Юрьевна каланӑ тӑрӑх кун пек вӗсем Хусанти аквапарка кайсан та хавхаланман — вӗренекенсемшӗн кашни кӗтес кӑсӑклӑ пулчӗ, мӗн пӗлменнине вӗсен ӑса хывас килчӗ. Хаваслӑхӗ те темиҫе кунлӑха ҫитӗ ӗнтӗ!

Армансемпе паллашас кӑмал пур пулсан Сарапакасси ял тӑрӑхӗн администрацийӗ хаваспах йышӑнать — вӗсемпе ҫыхӑнмалла ҫеҫ. Экскурсие ирттерекене те тупса парӗҫ, тӑрӑхри ытти кӑсӑк вырӑнсемпе те паллаштарӗҫ.

Сӑнсем (39)

#Колешша, #армансем, #Шупашкар районӗ, #Ҫатракасси, #Шоркка, #экскурсисем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем