Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.0 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Хутарти палӑка Раҫҫей Хӳтӗлев министерстви ырланӑ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 16.09.2019 12:53 | 82 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарта ҫӗнӗ палӑк уҫнӑ. Вӑл — вертолет. Ӑна уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ.

Палӑка Хутарти вӑтам шкултан тата Сызраньти аслӑ ҫар авиаци училищинчен вӗренсе тухнӑ, хӗрӳ точкӑсене хутшӑннӑ вертолетчиксене хисеп туса лартма йышӑннӑ.

Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫӗмӗрлесем хула кунне уявланӑ. Элтепер хутарсене палӑк уҫнӑ ятпа тата хула кунӗпе саламланӑ.

Сӑмах май каласан, Хутарта вертолет вырнаҫтарассине 2017 ҫулта Раҫҫей Хӳтӗлев министерстви ырланӑ. «Ми-24» ҫар вертолечӗпе малтан Сызраньти авиаци училищинче усӑ курнӑ. Кивелсе вӗҫме юрӑхсӑра тухнӑ хыҫҫӑн ӑна Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялне илсе килнӗ. Вертолета ял ҫыннисем сумлӑ вырӑна вырнаҫтарнӑ.

#Хутар, #Ҫӗмӗрле районӗ, #палӑксем, #Хӳтӗлев министерстви

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Хаяр Йӑван патша палӑкне нумай ҫӗрте лартмалла!
2019, 01, 18
Федераци шучӗпе тӗслӗхлӗ пулӗҫ
2019, 08, 29
Кинемей савни тупас тесе «экстрасенса» 60 пин куҫарса панӑ
2019, 09, 03
20 асӑну объекчӗ уҫӗҫ
2019, 09, 11
Хутарти шкула оптимизацилеме сӗннӗ
2019, 09, 15

Комментари:

Agabazar // 1604.03.3355
2019-09-16 13:54
Agabazar
Оборона тени тахăшне килĕшмен тата.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org