Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти вӑтам шкулта 640 ача вырӑнне 121-ӗн вӗренеҫҫӗ. Вӗренӳ заведенийӗ проект хӑвачӗпе усӑ курайманнине кура ӑна Михаил Игнатьев Элтепер оптимизацилеме сӗннӗ. Тӳрех палӑртар: хупса мар. Шкула тӗплӗ юсанӑ чух планировкӑна ҫӗнетсе шкулӑн пушӑ пӳлӗмӗсене урӑхла майпа усӑ курма.
Вӗренӳ заведенийӗнче Михаил Васильевич авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ. Шкула юсамалла. Ҫавӑн валли халӗ проектпа смета документацине хатӗрлеҫҫӗ. Чӳречесемпе алӑксене ылмаштарасшӑн, ҫутӑ пӑралукне, ӑшӑ тата шыв пӑрӑхӗсене улӑштарасшӑн. Шкул ҫурри ытла япӑхнине кура ӑна ҫӗнетме республика хыснинчен 20 миллион тенкӗ уйӑрмалла.
Михаил Игнатьев демографи лару-тӑрӑвне те шута илме сӗннӗ. Вӗренӳ заведенийӗн лаптӑкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курас, коммуналлӑ тӑкаксене чакарас тӗллевпе вӑл пӳлӗмсене оптимизацилеме, тӗплӗ юсав вӑхӑтӗнче шкула ҫӗнӗрен планлама сӗннӗ.