Кӑлкан Александр Дмитриевич (чӑн хушамачӗ: Антонов) — чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ. 1911 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнче Тутарстанӑн Пӑва районӗнчи Ҫӗн Мертлӗ ялӗнче ҫуралнӑ. 1988 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.
1940 ҫултанпа СССР ҪП пайташӗ. 1945 ҫулта Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ. «Хисем палли» орденне тивӗҫнӗ.
Хусанти Чӑваш педагогика техникумӗнче тата педагогика институтӗнче, Мускаври литература аслӑ курсӗнче пӗлӳ илнӗ. Ачасене шкулта вӗрентнӗ.
Шупашкара килсен, 1935 ҫулта ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. «Хатӗр пул» журналӑн редакторӗ пулнӑ. «Пионер сасси» хаҫат редакциӗнче ӗҫленӗ. Ӳнер управлениӗнче вӑй хунӑ.
Вӑл сӑвӑсем, юптарусем, пьесӑсем ҫырнӑ. «Алим», «Анисса», «Авлантарчӗҫ», «Маргарита тавӑрать» тата ытти пьесӑсен пӗлтерӗшӗ халӗ те чакман.
Александр Калкан ҫавӑн пекех нумай куҫарнӑ. Ҫав шутра В. Шекспир, А. Островский, Н. Гоголь, Н. Погодин тата ыттисен пьесисем те пур.
Пичетленсе тухнӑ кӗнекесем:
Вырӑсла тухнӑ кӗнекесем: