Ял пурнӑҫӗ
![]() Муркаш районӗнчи Москакасси ял хутлӑхӗн депутачӗсем «Сычуань-Чувашия» фирма вӗсен тӑрӑхӗнче сӗт комплексне тӑвасси тавра калаҫма канашлу ирттернӗ. Унта халӑх тарҫисем пӗр шухӑшлӑ пулса пурте хирӗҫ сасӑланӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Москакасси ял хутлӑхӗн депутачӗсем сӗт комлексне тумашкӑн ял хутлӑхӗн тӗп планне улшӑну кӗртмелле маррине палӑртса сасӑланӑ. Ҫакна шута илсен ҫӳлерех асӑннӑ фирма ку тӑрӑхра нимӗнле производство та йӗркелеймӗ. Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Москакасси ялӗнче Эхветкасси ҫумӗнче сӗт комплексне тӑвас ыйтупа халӑх итлевӗ иртнӗ. Унта та ял-йыш Катай компанине строительство пуҫармашкӑн ирӗк памалла маррине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Ен спортсменки Анжелика Сидорова тӗрлӗ ӑмӑртура ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑвать. Халӗ вӑл Европа чемпионки ята иккӗмӗш хутчен тивӗҫнӗ. Анжелика Сидорова шӑчӑпа сикекенсен Шотландири Глазго хулинчи ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. Спорт тупӑшӑвӗ ӗнер, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, вӗҫленнӗ. Европа чемпионатне ентешӗмӗр Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗнче нейтралитет ялавӗпе хутшӑннӑ. Мускавпа Чӑваш Ен чысне хӳтӗлекенскер 4 метр та 85 сантиметр ҫӳллӗшне ҫӑмӑллӑн ҫӗннӗ. Ылтӑн медале тата Европа чемпионӗн титулне иккӗмӗш хутчен тивӗҫнӗ. Пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче вӑл Раҫҫей кубокӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗччӗ. Ун чухне вӑл шӑчӑпа 4,65 метр ҫӳллӗшне сикнӗччӗ. Кайран вӑл Европа чемпионатне тухса кайнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ, ҫывхарать. Ҫавна май ӗҫлекенсем темиҫе кун канма пултарӗҫ. Ӗҫлекенсемшӗн ку эрне 1 кун кӗскелӗ, канмалли кун вара хушӑнӗ: пуш уйӑхӗн 8–10-мӗшӗсенче ӗҫе тухмалла мар. Уяв умӗнхи ӗҫ кунӗ вара, пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗ, 1 сехет кӗскелӗ. Ака уйӑхӗнче унашкал кану кунӗсем пулмӗҫ, пӗчӗк «каникула» ҫу уйӑхӗнче ҫеҫ кӗтмелле. Ун чухне ӗҫлекенсем пӗтӗмпе пӗр эрне канӗҫ. Малтан ҫу уйӑхӗн 1–5-мӗшӗсенче ӗҫе тухмӗҫ, кайран 9–12-мӗшӗсенче канӗҫ. Сӑмах май, кӑҫал Ҫӑварни эрни Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен уявӗ тӗлне лекет. Ҫитес эрнерен православи тӗнне ӗненекенсен типӗ пуҫланать, вӑл ака уйӑхӗн 28-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарта автобуссем ытларах ҫӳреме тытӑннӑ: ҫӗнӗ 10 транспорт илсе килнӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра транспорт пайӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев каласа кӑтартнӑ. Ҫӗнӗ «МАЗсем» 46-мӗш маршрутпа ҫӳреме тытӑннӑ. Маларах, нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче, кунашкал пысӑк автобуссем 42-мӗш маршрут ҫине те тухнӑ. Палӑртмалла: паянхи кун тӗлне хулари маршрут сетӗнче 77 пысӑк автобус тата 53 вӑтам автобус ӗҫлет. Вӗсенчен 87-шӗ газомоторлӑ топливӑпа ҫӳрет. Аса илтерер: 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче хулара транспорт реформи вӑя кӗнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, хӑш-пӗр транспортӑн маршрутне улӑштарнӑ, чылай маршруткӑна пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑҫал Шупашкарти хӑш вырӑнсене хӑтлӑлатӗҫ? Ҫак ыйтӑва хулари ҫынсене уҫӑмлатма май панӑ. Сасӑлав «Уҫӑ хула» порталта иртнӗ. Ӑна халӗ пӗтӗмлетнӗ ӗнтӗ. Ҫынсен Шупашкарти 15 вырӑнтан пӗрне суйлама ирӗк панӑ. Ытларахӑшӗ Карл Маркс урамӗнчи Христос ҫуралнӑ храм территорине, Мускав ҫыранне, Республика лапамӗнчи сквера, «Дорисс-парка» суйланӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Хула таврашне хӑтлӑх кӗртесси» федераци программипе килӗшӳллӗн 179,1 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Ҫак укҫапа ҫӳлерех асӑннӑ вырӑнсене хӑтлӑлатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Кӑҫалхи икӗ уйӑхра Раҫҫейри регионсен пуҫлӑхӗсен ӗҫӗ-хӗлне тишкерсе черетлӗ танлаштарӑм хатӗрленӗ. Экспертсен шухӑшӗпе, Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн лару-тӑрӑвӗ япӑхланнӑ. «Танлаштарӑм» информаци комуникацийӗсен центрӗн даннӑйӗсене ӗненес тӗк, Михаил Васильевич 56-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Вӑл танлаштарӑмӑн иккӗмӗш ушкӑнне лекнӗ. Сӑмах май, унта пӗтӗмпе 85 йӗрке. Аса илтерер: 2018 ҫулта хатӗрленӗ танлаштарӑмра Михаил Игнатьев 50-мӗш вырӑнта пулнӑ. Эппин, вӑл халӗ 6 йӗрке аннӑ. Палӑртмалла: малти йӗркесене Мускав мэрӗ Сергей Собянин, Тӗмен облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Моор, Тула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Дюмин йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Пушӑн 1-мӗшӗнче Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ ятпа иртекен уява йӗркелекенсен комитечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта хулари Общество канашӗ те хутшӑннӑ. Ларура юбилейре иртекен мероприятисене сӳтсе явнӑ. Уява ҫурла уйӑхӗн 24-25-мӗшӗсенче паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Ҫак пысӑк уявпа ҫыхӑннӑ мӗнле мероприятисем кӗтеҫҫӗ-ха пире кӑҫал? Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче Пӗрремӗш канал пулӑшнипе Чӑваш Ене 150 телеертӳҫӗ, артист, олимп чемпионӗ килӗ. Ҫак кун «Спартак» стадиона Леонид Якубович телеертӳҫӗ вертолетпа анса ларӗ, вӑл шкула ҫӳремен ачасене, футбола вылякансене, мороженӑй парнелӗ. Ҫурлан 25-мӗшӗнче Шупашкара «Вӗршӗнсем» пилотаж ушкӑнӗ вӗҫсе килӗ. Ларура уявӑн талисманӗ пирки те вӑрттӑнлӑха уҫнӑ. Вӑл кӑвакал чӗппи пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Кристина Кускова Красноярск хулинче пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ XXIX Пӗтӗм тӗнчери хӗллехи Универсиадӑра Чӑваш Енӗн тӑватӑ спортсменӗ вӑй виҫнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ_. Пирӗннисенчен ӑмӑртӑва чи малтан Кристина Кускова хутшӑннӑ. Чӑваш Енӗн Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗлтӗрпе тупӑшакансем персьютра 5 тата 10 километра ирӗклӗ мелпе чупнӑ. Пирӗн ентешӗмӗр ҫиччӗмӗш вырӑна тухнӑ. Апла пулсан Кристина Кускова XXIX Пӗтӗм тӗнчери хӗллехи Универсиадӑра чи вӑйлӑ 10 йӗлтӗрҫӗ шутне лекнине эпир хӑпартлансах пӗлтеретпӗр. Аса илтерер, Чӑваш Республикинчен кӑҫалхи хӗллехи Универсиадӑна Лана Прусаковӑпа Дмитрий Мулендеев фристайлҫӑсем, Кристина Кускова йӗлтӗрҫӗ тата Алексей Петров биатлонист хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта патшалӑхӑн паллӑ ӗҫченне, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Леонид Астапова халалласа асӑну хӑми уҫнӑ. Ӑна Леонид Астапов 1960-2000-мӗш ҫулсенче пурӑннӑ ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ. Мероприятине уҫма тӗрлӗ тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Чӑваш Енӗн агропромышленность комплексӗн ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Петр Ивантаев Леонид Игнатьевичӑн шӑпипе паллаштарнӑ, кун-ҫулӗ пирки кӗскен каласа хӑварнӑ, унӑн паллӑ ӗҫӗсем ҫинчен чарӑнса тӑнӑ, республикӑра пысӑк объектсене уҫма сахал мар витӗм кӳнине палӑртнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче пулнӑ ҫитӗнӳсенче Астаповӑн тӳпи самай тесе хакланӑ вӑл. Леонид Игнатьевич Астаповӑн ывӑлӗ Александр Леонидович хӑйӗн ашшӗне ҫакӑн пек чыс туса пухӑннӑшӑн, ырӑ ятне ҫӳле ҫӗкленӗшӗн тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳре вырнаҫнӑ 9-мӗш юсанмалли колонин ҫамрӑк ӗҫченӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна сӗтев илнӗшӗн айӑпласшӑн. Следстви версийӗ тӑрӑх, колонире вӑй хуракан 22 ҫулти каччӑ 2018 ҫулхи юпа-чӳк уйӑхӗсенче юсанмалли колоние виҫӗ телефон илсе кӗнӗ. Кун пирки вӑл ҫав учрежденире ларакан пӗр ҫынпа калаҫса татӑлнӑ. Ҫак ӗҫшӗн ҫамрӑксер 13 пин тенкӗ кӗсйине чикнӗ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Каччӑ ҫак ӗҫе мӗншӗн тата мӗнле условисемпе тунине уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |