Канашра пурӑнакан, ниҫта та ӗҫлемен 27 ҫулти арҫынна суд айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Суд тата следстви палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак арҫынна темиҫе преступленишӗн айӑпланӑ. Вӑл тӑван мар икӗ ывӑлне, 9 тата 11 ҫулти ачасене, хӗненине, вӗсен сывлӑхне йывӑр сиен кӳнине палӑртнӑ. Арҫын пӗчӗкскерсене вӗлерессипе те хӑратнӑ. Вӑл арӑмне те хӗненӗ. Ҫитменнине, вӑл ун тӗлӗшпе палӑртнӑ административлӑ надзора пӑхӑнман.
Суд арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 4,5 ҫуллӑха яма йышӑннӑ. Арӑмӗ халӗ унран уйрӑлма палӑртнӑ.