Канаш хулинче ӗҫлесе пурӑнакан усламҫӑ вӑхӑчӗ тухнӑ апат-ҫимӗҫе сутнӑ. Кӑлтӑка асӑннӑ тӑрӑхри прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Потребительсен правине хӳтӗлесси ҫинчен калакан саккуна, санитарипе эпидемологи правилисене, техника йӗркелӗвӗ ҫинчен калакан саккуна пӑсакан усламҫӑна явап тыттарма ыйтса надзор органӗ Чӑваш Ен Арбитраж судне тавӑҫпа ҫитнӗ.
Халӗ суд ларӑвӗ пулса иртнӗ. Унта вӑхӑчӗ тухнӑ апат-ҫимӗҫе сутакан Канашри усламҫӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫе тӗплӗн тишкернӗ. Уйрӑм усламҫӑна суд административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Ӑна 30 пин тенкӗлӗх штрафлас тенӗ.
Чӑваш Ен прокуратурин пресс-службинче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗрсе ӗлкӗреймен-ха.