Пӑтӑрмахсем
![]() https://www2.hm.com/ru сайтри сӑнӳкерчӗк Вӑрнар поселокӗнчи суту-илӳ точкисенчен пӗринче ҫи-пуҫ сутакан пӗр усламҫӑ саккуна пӑснӑ. Ҫакна асӑннӑ районти прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ. Усламҫӑ футболка, халат, пижама, кӗпе сутнӑ. Унӑн тавар ҫинчен калакан хутсем пулман иккен. Ҫакӑ вара ҫӑмӑл промышленность продукцийӗн техника регламентне тата потребильсен парвине хӳтӗлесси ҫинчен калакан саккуна пӑсни шутланать. Саккуна пӑсакан усламҫӑна прокуратура административлӑ майпа явап тыттарас тесе Чӑваш Ен Арбитраж судне ҫитнӗ. Унтисем надзор органӗн тавӑҫӗпе килӗшнӗ. Вӑрнарти усламҫӑ ҫӑмӑл промышленность продукцийӗн техника регламентне тата потребильсен правине хӳтӗлесси ҫинчен калакан саккуна пӑсать тесе ӑна явап тыттарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |