Яковлев Михаил Яковлевич — генерал лейтенант. 1921 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Сив ҫырма ялӗнче ҫуралнӑ.
1921 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗнче Сив Ҫырма ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Амӑшӗ, Варвара Алексеевна, 1928 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.
Тӑван ялӗнче пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Миша Вӑрӑмпуҫӗнчи тулли мар вӑтам шкула ҫӳреме пуҫланӑ. Ун хыҫҫӑн хӑйсемпе кӳршӗллӗ Йӗпреҫ районӗнчи Хурамалти вӑтам шкулта пӗлӗве ӳстернӗ. 1938 ҫулта алла аттестат илсен Хусанти медицина институтне вӗренме кӗмешкӗн экзаменсем тытма кайнӑ, анчах кирлӗ чухлӗ балл пухайман. Шупашкара таврӑннӑ, ял хуҫалӑх институтне вӗренме кӗнӗ. 1939 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Ҫар ретне илнӗ, пехота училищине вӗренме янӑ. Ӑна Львов хулинче йӗркеленӗ пулнӑ, кайран Житомир облаҫне куҫарнӑ. 1941 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗнче Киров хулинче вӗренсе пӗтернӗ.
Ҫӗртмен 17-мӗшӗнче Михаил Яковлевич служба вырӑнне — Каменец-Подольский хулине — пырса ҫитнӗ, пулемет взвочӗн командирӗ пулса тӑнӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ варҫине хутшӑннӑ, темиҫе хут аманнӑ.
1969 ҫултанпа Вӑтам Азири ҫар округӗнче штаб начальникӗн ҫумӗнче, 1971 ҫулхи августранпа Германири совет ҫарӗсен ушкӑнӗн штаб начальникӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулса службӑра тӑнӑ. 1974 ҫулта генерал-лейтенант званине панӑ.
1977—1987 ҫулсенче — Генштаб Академийӗнче стратеги кафедрин начальник ҫумӗ. 1987 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнче отставкӑна тухнӑ.
М.Я. Яковлев Мускавра пурӑнать.
Унӑн икӗ ывӑлӗ те ашшӗ ҫулӗпе кайнӑ, ҫар ҫыннисем. Асли, Валерий — пӗрремӗш рангри капитан, Ҫурҫӗр флочӗн штабӗнчи пай начальникӗ. Кӗҫӗнни, Сергей — подполковник, танк полкӗн командир ҫумӗ. Хӗрӗ, Лариса, электронлӑ машиностроени институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, Раҫҫей Наукӑсен академийӗн институтӗнче ӗҫлет.
Гвардин 6-мӗш армин командующийӗн 1944 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗнчи приказӗпе М.Я. Яковлев гварди капитана хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин I степеньлӗ орденӗпе наградӑланӑ.
1967 ҫулта Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе виҫҫӗмӗш хут наградӑланӑ, генерал-майор ятне панӑ.
Пӗтӗмешле шутласан I степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв Вӑрҫин орденӗсем иккӗ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсем тӑваттӑ, медальсем пурӗ ҫирӗм виҫҫӗ.
Яковлев Михаил Яковлевич («Канаш тӑрӑхӗн ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем» кӗнекерен)