Ҫул-йӗр
![]() Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ витӗр иртекен М-7 «Атӑл» федераци трасси ҫинчи ҫӗр айӗпе каҫмалли ҫула юсани пирки «Волго-Вятскоупрдор» предприятин пресс-службинче кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ. Хӑтсӑр ҫав каҫӑ пӗлтӗр, чӑн та, илемленсе йӗркене кӗчӗ. Тӗплӗн юсанӑ вӑхӑтра урайне тата стенана плитка сарчӗҫ, картлашкасене йӗркене кӗртнӗччӗ. Урапапа ҫӳрекенсем валли ятарлӑ хатӗр вырнаҫтарчӗҫ. Ҫӗр айӗпе каҫмалли ҫӗнетнӗ каҫӑ илемленсе хӑтлӑланчӗ. Анчах... унтс ҫурхи шыв тулать. Ҫакӑн пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Унта ҫавна ҫирӗплетекен видео вырнаҫтарнӑ. Ӑна пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫ енне ӳкернӗ иккен. Картлашка тӑрӑх шыв, чӑн та, шарлаттарса юхать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |