Ҫул-йӗр
![]() Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫсене вырӑнти ача пахчисенчен пӗри патӗнче тротуар ҫукки пӑшӑрхантарать. Унта сӑмах район центрӗнчи ҫӗнӗ районсенчен пӗрин, Совет урамӗн вӗҫӗнче, вырнаҫнӑ «Крепыш» ача пахчи пирки пырать. Унтан куллен иртсе ҫӳрекенсен машина ҫулӗпе е симӗс курӑк тӑрӑх (вӑл хытса ҫирӗпленнӗ темелле) иртме тивет. Унтан ача-пӑча та, аслисем те ир-каҫ та, кӑнтӑрла та утаҫҫӗ. Шӑпӑрланӗсене ача пахчине илсе пынисен машинисем ирсерен тата каҫсерен ҫавӑнта шӑкӑрттин ларнине кура урапа айне ним мар лекме пулать. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫырнӑ постпа нумайӑшӗ килӗшет. Тротуар тахҫанах кирлине вӗсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла тенӗ пек палӑртса ҫырнӑ. Ҫавӑнти машинӑсен парковки саккун ыйтнипе килӗшсе тӑмасть текен те тупӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |