Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри лицея хурласа тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче, «Кугеси.рф /// Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ.рф /// Халӑх канашӗ) ятлинче, ҫыракансем унччен те тупӑннӑччӗ. Ятне пытарма ыйтнӑ ҫын столовӑйӗнчи апат пахалӑхӗ начарри, лицея вӗренме вырнаҫма йывӑрри, шкул ертӳҫисем ыйтӑва татма васкаманни пирки ӗнентернӗччӗ.
Паян вара тата тепӗр ҫын тӗлӗнмелле хыпар пӗлтернӗ. Унта сӑнӳкерчӗксем те вырнаҫтарнӑ. Унта столовӑйӗнче ачасене кӑвакарнӑ ҫӑкӑр панине хыпарланӑ.
Поста вуланисенчен пӗри Роспотребнадзорӑн республикӑри управленине тата Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑя евитлеме сӗннӗ. Хӑшӗсем вара никама та, ниме те, тӗрӗсрех каласан, асӑннӑ лицейра йӗрке пуласса ӗненменни сисӗнет.