Ҫул-йӗр
![]() Паян, кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче, Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара троллейбус ҫӳреттерме тытӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ-ха. Аса илтерер: Шупашкарти Хӗрлӗ лапамран Ҫӗнӗ Шупашкарти «Библиотека» («Каблучок» патӗнчи ҫул ҫаврӑмӗ) чарӑнӑва троллейбус 48 минутра ҫитӗ. Шупашкарта 16 ҫӗрте чарӑнӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 7 ҫӗрте. Ҫӗнӗ маршрута уҫнӑ ҫӗре тӗрлӗ тӳре-шара хутшӑннӑ. Вӗсемпе пӗрле жуналистсем те пулнӑ. «Хыпар» корреспонденчӗ Николай Коновалов Чӑваш Енӗн транспорт министрӗн ҫумӗнчен Сергей Яхатинран унашкал троллейбуссене Кӳкеҫе те мӗншӗн ҫӳреттерес мар — унта та пассажир нумай тесе ыйтнӑ. «Малашне Кӳкеҫ еннелле те троллейбус линийӗ йӗркелессине тишкеретпӗр», — пытарман министр ҫумӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |