Паян, кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене троллейбуспа ҫыхӑнтарнӑ. Ку пулӑма Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра хӑпартланса пӗлтернӗ. Ҫапла пулмасӑр! Икӗ хулана троллейбуспа ҫыхӑнтарасси пирки унчченех калаҫатчӗҫ.
«Пирӗншӗн троллейбус сечӗ Мускавшӑн метро пекех, вӑл — тӗп транспорт артерийӗ», — ҫырнӑ историлле пулӑма хакласа сити-менджер.
Муниципалитетсем хушшинчи пӗрремӗш троллейбус маршручӗ 100-мӗш номерпе хутлӗ. Шупашкарти Хӗрлӗ лапамран Ҫӗнӗ Шупашкарти «Библиотека» («Каблучок» патӗнчи ҫул ҫаврӑмӗ) чарӑнӑва троллейбус 48 минутра ҫитӗ. Шупашкарта 16 ҫӗрте чарӑнӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 7 ҫӗрте.
Ҫӗнӗ маршрута кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче ӗҫлеттерсе яма палӑртнӑ. Паян троллейбуса тӗрӗслемелле ҫула кӑларнӑ.