Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.0 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче троллейбус ҫӳрӗ

Паллашу Ырӑ чунлӑ, ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ ял пурнӑҫне килӗштерекен хӗр упраҫпа Туран трекӗ ...
Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 09.12.2019 19:01 | 467 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр
cheb.mk.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb.mk.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче республикӑн влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансемпе ирттернӗ канашлура Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче троллейбус ҫӳретес ыйтӑва хускатнӑ.

Канашлӑва яланхиллех Михаил Игнатьев Элтепер ертсе пынӑ. Тунтикунхи планеркӑна пухӑннӑ тӳре-шара тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Ҫав шутра ҫул-йе ҫинчи хӑрушсӑрлӑхпа, транспорт ыйтӑвӗпе, коммуналлӑ хуҫалӑхпа ҫыхӑннисем те пулнӑ.

Республикӑн транспорт министрӗ Александр Николаев пирӗн тӑрӑха ҫӗнӗ йышши троллейбуссем килсе ҫитмеллине пӗлтернӗ. Транспорта Шупашкара раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче илсе килесшӗн.

Троллейбуссем Ҫӗнӗ ҫул тӗлне ҫула тухас шанчӑк пур. Кунта сӑмах Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулине троллейбуспа ҫыхӑнтарасси пирки пырать.

#Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #ҫул-йӗр, #транспорт

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Прокуратура ҫул-йӗр инспекторӗсен ӗҫне хак парӗ
2019, 07, 26
Шупашкарта пассажирсене турттаракансене шыраҫҫӗ
2019, 08, 27
Таксипе ҫӳренӗшӗн явап тыттарасшӑн
2019, 09, 29
Троллейбус водительне административлӑ майпа явап тыттарӗҫ
2019, 10, 18
3-мӗш троллейбус урӑх маршрутпа ҫӳреме пуҫлӗ
2019, 10, 18

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org