Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре «Кӗмӗл калем. Серебряное перо» конкурс иртет. Ӑна Чӑваш кӗеке издательстви йӗркеленӗ. Пултаруллӑ ҫамрӑк авторсене палӑртмалли конкурса хутшӑнакан ӗҫсене йышӑнас вӑхӑта чӳк уйӑхӗччен тӑснӑ.
Пултарулӑх конкурсне 18-35 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Заявкӑсене кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Конкурс номинацийӗсем ҫапларах:
• Илемлӗ проза (вырӑсла тата чӑвашла хайлавсене уйрӑмшарӑн хаклӗҫ)
• Поэзи (вырӑсла тата чӑвашла хайлавсене уйрӑмшарӑн хаклӗҫ)
• Документлӑ проза (вырӑсла тата чӑвашла хайлавсене уйрӑмшарӑн хаклӗҫ)
• «Ӳкерчӗксемпе сӑнӳкерчӗксенчи истори (комикссем)» ятарлӑ номинаци.
Ӗҫсене вырӑсла тата чӑвашла йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗне 50 пин тенкӗ гран-при лекӗ.
