Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Раҫҫей чӑваш пики» конкурс ҫӗнтерӳҫи ята Муркаш пики Мария Кириллова тивӗҫнӗ. Конкурса нумаях пулмасть Тутарстанри Сиктӗрмери «Сӑвар» этнокомплексра ирттернӗ.
Халӑх тетелӗнчи «Муркаш сасси» пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, Мария кӑҫал Муркаш шкулӗнчен кӗмӗл медальпе вӗренсе тухнӑ, вӑл учитель профессине алла илме ӗмӗтленет. Пике Муркашри ӳнер шкулӗнче вӗреннӗ май музыка инструменчӗсемпе калама вӗреннӗ, хитре ташлать тата юрлать.
Конкурс вӑхӑтӗнче Мария Муркаш тӑрӑхӗпе паллаштарнӑ, кӗскен хӑйӗн пирки сӑвӑлласа каласа панӑ. Пултарулӑх конкурсне Ҫуткӳлпе ҫыхӑнтарнӑ.
Конкурса хатӗрленме пикене Муркаш муниципалитет округӗн депутатсен пухӑвӗн председателӗ Александр Давыдов, Муркаш муниципалитет округӗн администрацийӗн культура тата архив ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Любовь Рыжкова чылай пулӑшнӑ.
