Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарти Ача-пӑча пултарулӑх ҫуртӗнче «Ача пахчинчи Акатуй» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Кун пирки МАХри «Хыпар-Вести Чувашии» каналта пӗлтернӗ.
Уява шӑпӑрлансем чӑваш ҫи-пуҫне тӑхӑнса пынӑ. «Хамӑрӑн тӑван халӑха хисеплени, юратни, унӑн йӑли-йӗркине, эткерлӗхне, юрри-ташшине сума суни тӳрех палӑрать. Ҫакӑ та вӗсене пӗрлештерет ӗнтӗ», — пӗлтернӗ Татьяна Филимонова репортажӗнче.
Пултаруллӑ чӑваш ачисене саламлама Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тата Чӑваш Енӗнвӗрентӳ министрӗ Дмитрий Захаров та пырса ҫитнӗ.
Элтепер ачасене «малалла та ҫавӑн пекех хамӑр йӑласене пӗлсе, хамӑр пурнӑҫра усӑ курса хастаррӑн утма» сӗнсе каланӑ.
«Ача пахчинчи Акатуй» конкурсра Гран-прие Шупашкарти 7-мӗш ача тивӗҫнӗ.
