Культура
![]() Юрий Спиридонов режиссёр «Подполковник Варламов слушает» (чӑв. Варламов подполковник итлет) фильм ӳкерме пӗлтӗрех пуҫланӑччӗ. Вӑл кинокартина — вӑрҫӑ драми. Унта амӑш сӑнарне СССР халӑх артистки, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки Вера Кузьмина калӑплать. Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарти «ГОЛОС» (чӑв. Сасӑ) сасӑ ҫыракан студире Вера Кузьминична пулнӑ. Унта чӑваш сценин ҫутӑ ҫӑлтӑрӗн сассине ҫырса илнӗ. Вера Кузмина 1923 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче хальхи Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ. А.В. Луначарский ячӗллӗ театр институтӗнче вӗреннӗ. Чӑваш театрӗнче вӑл хӑватлӑ вун-вун сӑнара ӗнентермелле калӑпланӑ. Паян та Вера Кузьмина сцена ҫине тухать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта Элӗк район хӗрне явап тыттарнӑ. Ӑна хӑйӗн ячӗпе предприяти уҫнӑшӑн явап тыттарнӑ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 25 ҫулти хӗр юридици сӑпачӗлле организацие укҫашӑн уҫма килӗшнӗ. Уншӑн ӑна 3 пин тенкӗ сӗнекен пулнӑ. Ҫавна май вӑл налук инспекцийӗнче хӑйӗн ячӗпе предприяти уҫтарнӑ, хут ҫинче унӑн тӗп пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ, анчах хӑй вӑл организацире ӗҫлемен. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗнӗ организацие Патшалӑхӑн пӗрлехи реестрне кӗртнӗ. Предприяти-организаци уҫма документсемпе саккуна пӑсса усӑ курнӑшӑн хӗре РФ Пуҫиле кодексӗн 173-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Вӑл унччен судпа айӑпланманнине шута илсе пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, 15 пин тенкӗ суд штрафӗ панипех ҫырлахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӳҫ тӳлевсӗр каснӑ. Ырӑ ӗҫе киле ҫитсех пурнӑҫланӑ. Ҫӳс тӳлевсӗр касмалли акцие Ҫӗнӗ Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрпа хулари политехника техникумӗ йӗркеленӗ. Нимеҫӗ-студентсен пулӑшӑвӗпе усӑ курма 13 шур сухал ыйтнӑ. Ҫамрӑксем ватӑсем патне киле кайса ҫӳҫ каснӑ. Ӗҫе студентсем тӗплӗн та яваплӑн пурнӑҫланӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрпа хулари политехника техникумӗ йӗркеленӗ «С заботой о ветеранах» (чӑв. Ветерансемшӗн тӑрӑшса) акципе пӗрлех хулари социаллӑ ӗҫченсем те ветерансене парикмахер пулса пулӑшнӑ. Вӗсем 15 ватӑ патне ҫитнӗ, вӑрҫа ветеранӗсен ҫӳҫне касса хитрелетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пенси тӳлемелли графика ҫу уйӑхӗнче улшӑну кӗртнӗ. Кун пирки РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри пайӗнче пӗлтереҫҫӗ. Графика ылмаштарни уяв тата канмалли кунсем ҫывхарнипе ҫыхӑннӑ. Почта ҫыхӑнӑвӗн ялсенчи уйрӑмӗсенче пенсипе ҫак кунсенче тивӗҫтерӗҫ: паян, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, – ҫу уйӑхӗн 7 тата 8-мӗшӗсемшӗн; ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче – ҫу уйӑхӗн 9 тата 10-мӗшӗсемшӗн. Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен яланхи графикпах парӗҫ. Почтӑн хулари уйрӑмӗсенче паян ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗшӗн тӳлӗҫ; ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче – ҫу уйӑхӗн 8 тата 9-мӗшӗсемшӗн. Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче яланхи график ҫине куҫӗҫ. Перекет банкӗн уйрӑмӗсене пенсие ҫу уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсемшӗн паян куҫарӗҫ, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче – ҫу уйӑхӗн 12–15-мӗшӗсемшӗн. Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен тытӑнса 11-мӗшӗччен иллмелли графиклӑ, пенсие почта-банкра тата ытти банкра илсе тӑракансене ыран куҫарса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри ҫул-йӗр инспекторӗсенчен пӗри тимӗр укҫа ҫӑтса янӑ ачана пулӑшнӑ. Туртса кӑларса мар-ха. Пӗчӗкскере пульницӑна васкавлӑн ҫитерме. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шупашкар-Сурски» автоҫул ҫинче, Шупашкар районӗнчи Ишек ҫывӑхӗнче, дежурствӑри инспектортан ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче каҫхи сакӑр сехет тӗлӗнче пӗр водитель пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл хӑйӗн виҫӗ ҫулти ывӑлӗ тимӗр укҫа ҫӑтса янине, Вӑрнар районӗнчи ҫемье пульницӑна кайма тухнине пӗлтернӗ. Ҫул ҫинче пӑкӑ кансӗрленӗ. Ҫӳл-йӗр инспекцийӗн ятарлӑ батальонӗн инспекторӗ, полицин капитанӗ Сергей Никифоров пӑтӑрмах пирки дежурство пайне пӗлтернӗ. Унтан вӑл ашшӗпе ывӑлне патруль машинине лартса Республикӑри клиника пульницине илсе кайнӑ. Тухтӑрсем ачана пулӑшнӑ хыҫҫӑн ӑна киле янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн уйӑх хушшинчи ӗҫне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Аса илтеретпӗр, вӑл хӑйӗн ӗҫне иртнӗ уйӑхра, акай уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пуҫларӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхине паянхи кун ыйтнӑ шайра аталантарса пырасси. Тепӗр май каласан — электронлӑ хатӗрсене кӗртсе пырасси. Ака уйӑхне пӗтӗмлетнӗ май тунӑ ӗҫ сахал пулмарӗ темелле. Сӑмахран, электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ пӗр томпа пуянланчӗ — 1-мӗшпе. Вӑл кӗнекене электронлӑлатма самай йывӑр — унта усӑ курнӑ саспаллисем ытти томрисенчен кӑткӑсрах. Кӗҫех тата тепри электронлӑ словарьсен сайтне вырнаҫӗ — ӗҫе пурнӑҫлаканӗ каланӑ тӑрӑх 4-мӗш тома хатӗрлесе ҫитернипе пӗрех. Ҫапла май халь пирӗн тата тепӗр 4 кӗнеке ҫеҫ юлӗ (3, 5, 6, 8). Ик чӗлхеллӗ корпусра та ӗҫ вӗресе тӑрать. Ака уйӑхӗ хушшинче унта 2847 куҫару хушӑнчӗ. Паллах, 100 пине ҫитме тата нумай вӑй хумалла, анчах ӗҫ пӗр вырӑнта тӑманни савӑнтарать, хамӑр тӗллеве пурнӑҫлама май пуррине кӑтартать. Сӑмах май вӑл корпусра халь пурӗ 37 684 куҫарнӑ пуплевӗш (514 334 сӑмах). Хӑй корпус вара 1 103 текстран тӑрать — ку вӑл 1 155 033 сӑмахран тӑракан 80 241 пуплевӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти ҫул-йӗре юсакан предприятисенчен пӗрин, «Дорэксӑн», пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Александр Иванов асфальтпа 700 пине яхӑн перекетлеме пултарнине хавхаланса пӗлтернӗ. Ҫак сӑмах Шупашкарӑн сити-менеджерне шухӑша путарнӑ. Яваплисене вӑл асфальт пахалӑхне тӗрӗслеме хушнӑ. Алексей Ладыков асфальт перекетлекенсене ырламан. Ҫакна вӗсен мала хумалла маррине, материал пахалӑхне чи малтанах тӗпе хумаллине палӑртнӑ. «Дорэкс» предприяти асфальта «Дорстройсервисран» туяннӑ иккен. Ҫавӑнпа та асфальт пахалӑхне шӑпах ҫав предприятире тӗрӗслӗҫ. Асфальта ҫеҫ мар, ӑна туянмалли аукциона епле ирттернине те. Асфальта мӗнле материалтан хатӗрленине те хаклӗҫ. Ҫула сарнӑ чух усӑ курнӑ материала лабораторие ярӗҫ. Унсӑр пуҫне — асфальт материалне те. «Дорстройсервис» предприяти Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ-мӗн. Унӑн хуҫи — Александр Юрьевич Данилов. |
Ҫутҫанталӑк
![]() Малтанах синоптиксем ҫу уйӑхӗ сивӗ килессе пӗлтерчӗҫ. Анчах хӑвӑрах куратӑр: урамра ҫуллахи шӑрӑх хуҫаланать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе сивӗтмест-ха. Ыран кӑштах ҫумӑр ҫӑвӗ, аслати авӑтма пултарӗ. Ҫу уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче сывлӑш температури 23-28 градус таранах ӑшӑнӗ. Ҫу уйӑхӗн 12-13-мӗшӗсенче тата шӑрӑхрах пулӗ: сулхӑнра термометр 30 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Чӑн-чӑн ҫулла! Хальлӗхе шӑрӑх ҫанталӑк хӑҫанччен тӑрассине хыпарламан. Ахӑртнех, Уйӑх тулнӑ кун, 19-мӗшӗнче, ҫанталӑк улшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан арҫын 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче руль умне ӳсӗр ларнӑшӑн 3 ҫуллӑха водитель прависӗр юлнӑ. Кунсӑр пуҫне ӑна 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗ. Хайхискер кун пирки арӑмне пӗр сӑмах та шарламан. Арҫын айӑпне пытарас тесе 50 пин тенкӗ кредит илнӗ те суя права туяннӑ. Арӑмӗ вара ҫакна пӗлмен те. Хайхискер суя правапа кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗччен ярӑнса ҫӳренӗ. Ҫав кун ӑна Пӑрачкав районӗнче ҪҪХПИ ӗҫченӗсем чарнӑ, суя права пулнине асӑрханӑ. Хальхинче унӑн уголовлӑ майпа явап тытма тивӗ. Куншӑн ӑна 80 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме, 480 сехет таран ӗҫлеттерме, 2 ҫуллӑха тӳрленмелли ӗҫе яма е 6 уйӑх таран арестлеме пултараҫҫӗ. Ун чухне вара арӑмӗ те йӑлтах пӗлӗ. Суя правана кам сутнине палӑртайман-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян хурлӑхлӑ хыпар ҫитнӗ – Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, режиссер тата «Мумук» рольне калӑпланӑ Валерий Иовлев пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кун пирки унӑн хӗрӗ Наталья Иовлева «Контактри» хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ Валерий Иовлевпа сывпуллашас текенсен ыран, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫурта 13 сехет валли пымалла. Валерий Васильевич 1958 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл 1970-1990 ҫулсенче Ҫамрӑксен театрӗнче вылянӑ, вун-вун роле калӑпланӑ. Чылай ача ӑна «Чӑваш Ен» ПТРКпа пынӑ кӑларӑмри Мумук пек астӑвать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |