Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхине халалласа — стела

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 26.07.2020 14:21 | 1664 хут пӑхнӑ
Хулара

Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа Шупашкарта стела уҫӑлмалла. Унӑн эскиз проектне Шупашкарти хула тӑвакан канаш пӑхса тухмалла.

Обелиск 11 метр ҫӳллӗшӗ гранит юпа пулӗ. Ун ҫине Чӑваш Республикин бронза гербне вырнаҫтарӗҫ. Ҫӳле – икӗ метр тӑршшӗ икӗ пуҫлӑ ӑмӑрткайӑка. Стелӑн пӗтӗмӗшле ҫӳллӗшӗ 13,85 метр пулмалла.

Стелӑна Республика лапамӗнче, унчченхи Правительство ҫурчӗ енче вырнаҫтарма шухӑшлаҫҫӗ.

Обелиск чӑваш тата вырӑс халӑхӗн хӑватне, пӗрлӗхне палӑртмалла. Проекта «Минерал» тулли мар яваплӑ общество хатӗрленӗ.

Чӑваш автономи облаҫӗн 100 ҫулхине халалланӑ анлӑ мероприятисем ҫурла уйӑхӗнче иртмелле. Юбилея ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче сумлӑн уявлама кӑшӑлвирус кансӗрлерӗ.

#чӑвашлӑх, #палӑксем, #юбилейсем, #стела, #автономи, #Шупашкар, #уявсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2898.41.1498
2020.07.26 16:37
Agabazar
Стела 128 халăхăн хăватне палăртмалла.
Agabazar // 1822.93.9258
2020.07.26 17:34
Agabazar
1920-мĕш çулта никам та нимле ăмăрткайăк çинчен те шутламан. Шутлакана персе пăрахма та пултарнă.
Тимӗр Акташ // 3444.3.3028
2020.07.27 00:39
Стела тӑрринче икӗ пуҫлӑ ӑмӑрткайӑкӗ - Чӑваш Республикин символӗ мар. Ӑна улӑштарма сӗнетӗп.
Анонимла // 2615.87.9025
2020.07.27 07:49
"Стела тӑрринче икӗ пуҫлӑ ӑмӑрткайӑкӗ - Чӑваш Республикин символӗ мар. Ӑна улӑштарма сӗнетӗп".Тимӗр Акташпа килӗшетӗп. Ӑмӑрткайӑк ку стела ҫинче не смотрится. Шупашкарӑн гербӗ ҫинчи кӑвакалсем каймаҫҫӗ-и?
Базиль Кириллов // 1406.72.2805
2020.07.27 08:33
Тăршшĕпе çÿллĕшĕ хушшинче мĕнле уйрăмлăх-ши? Автора шутласа пăхма сĕнетеп.
Алибасов // 1406.72.2805
2020.07.27 08:41
Представьте, информацию о сооружении этого столба заметит Жириновский. Что он скажет? "Чуваши присвоили нашего орла, хотя у них есть свой ТĂМАНА. Снести этот позор, однозначно! Губернатора снять, архитектора под суд!"

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем