Политика
![]() ЧР Патшалӑх Канашӗ 25 ҫулхи юбилейне паллӑ тума хатӗрленет, ҫавна май депутатсем банкета пухӑнӗҫ. Уява концерт залӗнче йӗркелӗҫ, унта 265 ҫын килмелле. Кун валли ятарласа аукцион ирттернӗ. Малтанхи хака 850 пин тенкӗ тесе палӑртнӑ, анчах унта хутшӑнакансем ӑна 638 пин тенке ҫитернӗ. Аукционра Питӗрти «Камелия» тулли мар яваплӑ общество ҫӗнтернӗ. Банкетра стандартлӑ апат хатӗрлӗҫ: тӗрлӗ ассорти, салат, пӗрремӗш блюдо – пельмень, пулӑ шӳрпи, купӑста яшки е солянка, иккӗмӗш апат – ҫӗрулмипе е пахча ҫимӗҫпе пӗҫернӗ какай е пулӑ. Десерт – виҫӗ тӗслӗ канихвет. Эрех-сӑра списокра ҫук. Банкет ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртӗ. 1-1,5 сехетре 20 номер пулмалла, мероприятие ертсе пыракансен чӑвашла та, вырӑсла та калаҫма пӗлмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳре вырнаҫнӑ арҫынсен юсанмалли 9-мӗш колонийӗнче ӗҫленӗ ҫамрӑк арҫынна суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Вӑл айӑплава асӑннӑ учрежденире ирттерекенсене карас телефонӗсемпе тивӗҫтернӗ. 22 ҫулти ҫамрӑка сӗтев илнӗшӗн тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн айӑпласа суд тӗрмене хупмасӑр 4 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Колони ӗҫченӗ унта айӑплава ирттерекен пӗр ҫынна 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗччен пӗр сим-карта тата виҫӗ карас телефонӗ кӗртсе панӑ. Уншӑн лешӗ тав тумалла 13 пин тенкӗ тӳленӗ. Колонин ӗҫченӗ унсӑр пуҫне тата тепӗр тӑватӑ телефон илсе кӗртсе пама пулнӑ. Уншӑн 40 пин тенкӗ пама пулнӑ. Анчах банкри счет ҫине 1,5 пин тенкӗ ҫеҫ куҫарса панине кура телефонлӑ туман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() «Тӑван Ен» сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑри районсем тӑрӑх ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе тухса кайнӑ. Регион ертӳҫи хуҫалӑхсенче ҫур акине епле ирттернипе паллашас тӗллев лартнӑ. Чи малтанах вӑл Шупашкар районӗнчи «Прогресс» акционерсен хупӑ обществинче пулнӑ. Предприятин пуҫлӑхӗ Сергей Ванюшкин ҫуртрисене акса пӗтересси нумай юлманнине ӗнентернӗ. Кӗрхисен пӗтнӗ лаптӑкӗсем вырӑнне ҫӗнӗрен акнине пӗлтернӗ. Усӑ курман ҫӗрсене тара илсе те унта акаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах асӑннӑ районти тепӗр хуҫалӑх, «Приволжское» (ертӳҫи — Константин Григорьев) ятли, акана тухман та иккен. Ҫавӑншӑн Михаил Васильевич район администрацийӗн пуҫлӑхне Владимир Димитриева асӑрхаттарса каланӑ. Усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртменшӗн те район ертӳҫине сӑмах лекнӗ. Элтепер ҫавӑн пекех Элӗк, Вӑрнар тата ытти хӑш-пӗр районта пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери кинофестивале Кӑнтӑр Корейӑри кино ӑсти хаклӗ. Паян, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче пресс-конференци иртнӗ. Унта кинофестивальпе ҫыхӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Надежда Смирнова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, «ытти чухне унта чикӗ леш енчи фильмсене ячӗшӗн кӑна кӑтартнӑ пулсан, кӑҫал вара Австрали, Польша, ытти патшалӑх картинисем пуласса шантарнӑ». Программӑна 90 ытла мероприяти кӗртнӗ, ҫав шутра 10 илемлӗ фильм, этника тата регион киновӗн 12 картини пулӗ. Конкурссемпе ӑсталӑх класӗсем, тӗлпулусем иртӗҫ. Регионти кино конкурсӑн тӳрисен ертӳҫи пулма Кӑнтӑр Корейӑри киноведа, Хонг Санву режиссера шаннӑ. Илемлӗ фильмсен конкурсӗн жюрине Раҫҫей тата Узбекистан киносценарисчӗ Ольдеша Агишев ертсе пырӗ. Кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 20-24-мӗшӗсенче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, чӑваш тӗнчин хастарӗсем Шупашкарти Богдан Хмельницкий ҫӑви ҫинче пулнӑ. Унти масарта Чӑваш халӑх поэчӗ, публицисчӗ, общество ӗҫченӗ, СССР Писательсен союзӗн членӗ, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ ялав орденӗн тата Ленин орденӗн кавалерӗ Ҫемен Элкер ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ. Пултаруллӑ ҫыравҫӑна, чӑваш классикне сума сӑвакансем унӑн вил тӑпри ҫинче пулнӑ. Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Лидия Филиппова пӗлтернӗ тӑрӑх, чечек хума Ҫемен Элкерӗн нумай енлӗ пултарулӑхне хаклакансем пухӑннӑ. Ҫемен Элкер 1894 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Йӗпреҫ районӗнчи Мӑн Упакасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 1966 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. Унӑн хайлавӗсене пилӗк томпа пухса кӑларнӑ (1960-1964) тата «Хурапа шурӑ» кӗнекере (1994) пичетленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрнар районӗнче тӗлӗнмелле инкек пулса иртнӗ. Кун пирки ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян ирттернӗ канашлура сӑмах хускатнӑ. Тӑваттӑри ывӑлне ашшӗ кабинӑна лартса хире тислӗк тӑкма кайнӑ. Гостехнадзорӑн республикӑри инспекцийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Вязовский канашлурисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫавӑн чухне арҫын ача тракторӑн хыҫалти чӳречинчен тухса ӳкнӗ. Пуҫӗпе вӑл прицепӑн тимӗр турти ҫине шаплаттарнӑ. Йывӑр суранланнӑскере пульницӑна васкавлӑн илсе кайнӑ. Анчах шурӑ халатлисем те ачан пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев уйрӑм ҫынсем усӑ куракан техника тӗлӗшпе тимлӗх пушшех те кирлине асӑрхаттарнӑ. Паян, сӑмах май, республикӑра шута илнӗ 24,3 пин трактортан 61 проценчӗ — уйрӑм ҫынсен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
«Сувар» хаҫат ҫумӗнчи литпӗрлешӳ ертӳҫи Евгений Турхан «Сувар» хаҫатра «Пӗр роман — икӗ типографире» рецензи пичетлесе кӑларчӗ. Унта Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» романӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пичетленнӗ «Ҫакӑ-и илемлӗ литература?» статьяпа танлаштарсан асӑннӑ кӗнекене пачах урӑх хак панӑ. «Ҫак кунсенче Шупашкарти икӗ типографире – Чӑваш кӗнеке издательствинче тата «Ҫӗнӗ вӑхӑтра» – пӗр харӑс Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ «савнисен романне» пичетлесе кӑларчӗҫ. 1000-шер экземплярпа. Халӗ вырӑсла вариантне пичете пама хатӗрлеҫҫӗ. Хусанта пурӑнакан ҫыравҫа пысӑк хак параҫҫӗ». Тӳрех каласа хӑварар: Чӑваш кӗнеке издательстви типографи мар, пичете хатӗрленӗ кӗнекесене вӑл тӗрлӗ типографине парса пичетлет. Ҫакна Евгений Турхан хӑйӗн «Каганлӑх тӗпренчӗкӗ» кӗнекине уҫса пӑхсан та пӗлме пултарнӑ. Роман тухнӑ кӑна-ха, вулакансен аллине те лекеймен, апла пулин те ӑна пысӑк хак параҫҫӗ иккен. |
Ял пурнӑҫӗ
![]() Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче пурӑнакансем «Экосреда Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн экологи тавралӑхӗ) проектран пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем ҫӳп-ҫап контейнерӗсем епле ларнипе тата йӑлари хытӑ каяша турттарнишӗн тӳлес ыйтупа кӑмӑлсӑрланнине пӗлтернӗ. «Манӑн ыйту пур: ҫӳп-ҫап контейнерӗсем ҫук, ҫывӑхрисем ялан тулли пулсан укҫа мӗншӗн тӳлемелле? Ҫӳп-ҫап уйӑхра пӗр хутаҫ ҫеҫ пухӑнать. Ӑна пӑрахма ял варринчи контейнер патне ҫур километр утмалла, эпӗ ял пуҫламӑшӗнче пурӑнатӑп», — пӗлтернӗ Арапуҫ хӗрарӑмӗ. «Экотавралӑх» проекта экологи ыйтӑвӗсене татса пама пулӑшма йӗркеленӗ. Ҫӳп-ҫапа пӑрахма юраман вырӑна пенипе те вӑл кӗрешет. Сӑмах май, ҫакна та пӗлтермелле. Йӑлари хытӑ каяша турттаракан «Экоцентр» предприяти нумаях пулмасть 4 пине яхӑн ҫӗнӗ контейнер туяннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() «Чӗмпӗр-Шупашкар» маршрутпа хутлакан автобуссенчен пӗри шӑтӑк пулнине пассажирсенчен пӗри асӑрханӑ. Ҫакӑн пирки вӑл «ПроГород» портала систернӗ. Транспорт пассажирсене Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗ патӗнче лартнӑ. Автобус ҫула хускалнӑ хыҫҫӑн транспортӑн юсавсӑрлӑхӗ палӑрнӑ. «Автобусӑн урапи шӑтса кайнине пула салонӑн хыҫалти пайӗнчи ларкӑч айӗнчи урай шӑтрӗ курӑнать. Апла пулин те водитель нимӗн те тумарӗ. Пассажирсене автобуса лартрӗ те Шупашкар енне хускалса кайрӗ. Автобус тӑп-тулли халӑхчӗ. Салонта пӗчӗк ачасем те пурччӗ. Водитель пассажирсене пӗрех тултарчӗ те тултарчӗ. Шупашкарти юлашки чарӑнӑва ҫитеймерӗ — Алькешра антарчӗ. Автобус ҫул тӑршшӗпех хуллен килчӗ. Сехетре вӑл 20 километр хӑвӑртлӑхпа кайрӗ», — ӑнлантарнӑ МИХа пассажир. |
Культура
![]() «Тытса вулас килсе тӑракан кӗнекем пур — мехелӗ ҫитеймерӗ-ха», — ҫапла хыпарланӑ Марина Карягина тележурналист, поэт тата драматург паян Фейсбукра. Кӗнеке авторне курсанах тата ӑна кам хатӗрленине пӗлсенех хамӑн та ҫав туйӑмах ҫуралчӗ. «Ӑна уҫсан, автограф курӑнса каяссӑн туйӑнать. Ҫук ҫав, аллине тытса ӗлкӗреймерӗ Иосиф хӑйӗн пӗртен-пӗр кӗнекине...», — ҫапларах хакланӑ Марина Карягина кӗнекене. «Чи малтанах — тав Борис Чиндыкова. Пухса, хатӗрлесе кӑларнӑшӑн. Тайма пуҫ Николай Лукианова — пичетлеме кӗмӗлпе кӑмӑл тупнӑшӑн. Борис пек, Иосиф пек ӑслӑ та тарӑн шухӑшлӑ, пултаруллӑ та ирӗк вӑйлӑ чӑвашӑн ӗҫӗпе паллашмассерен хама хам саспа каласа ярап: «Пӗтмелли халàх мар ку...», — Карягина каланӑ кашни сӑмахпа килӗшес килет. Ҫӗнӗ кӗнекене Иосиф Дмитриев-Трерӑн (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) ӗҫӗсем кӗнине вулакан ӑнланчӗ пулӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |