Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑвашсен «Хавал» пуҫаруллӑ ушкӑнӗ Ижевскра ӗнер пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки заявлени тунӑ. Ӑна вырӑсла ҫырнӑ, текстпа пӗрлӗхӗн «Контактра» ушкӑнӗнче паллашма пулать. Хӑйсен сӑмахӗнче ушкӑн Альберт Алексеевич хӑйне ҫунтарса ярса вӗлерме тивнишӗн хурланни пирки пӗлтерет. Ҫакӑн пек хӑватлӑ ҫынна ҫухатнишӗн тӑванӗсемпе тата пӗлӗшӗсемпе, удмурт халӑхӗн хастарӗсемпе, вырӑслантарассине хирӗҫ тӑракан мӗнпур юхӑмсемпе пӗрле хуйхӑрни пирки каланӑ. «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ Удмурти пуҫлӑхӗ МИХсене шав ҫӗклеме кирлӗ марри ҫинчен каланӑ сӑмахӗсене, ҫавӑн пекех РФ Президенчӗ ҫумӗнчи ҫын прависен Канашӗн пайташӗ Алексмандр Брод «ку пулӑма тахӑшӗ провокацилесе хатӗрленӗ» тенине сивленӗ. Заявленинче «Хавал» ушкӑн Раҫҫей Федерацинче чӗлхе тата наци политикине анлӑн сӳтсе явма сӗннӗ, ку ӗҫе тумасан Альберт Разин ӗҫне малалла тӑсакансем тата та пулма пултарасси пирки асӑрхаттарнӑ. Аса илтеретпӗр, ватӑ удмурт ӑсчахӗ тӑван чӗлхине хӳтӗлесе хӑйне ӗнер ҫунтарса янӑ. Вӑйлӑ пиҫсе кайнине пула вӑл пульницӑра ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Альберт Алексеевичпа ыран сывпуллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Контекста кура кунта ăна "Пĕлтерни" теес пулать. Е — пĕлтерев.