Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Политика
![]() Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн актрисинче ӗҫленӗ Тамара Манаева тата ытти хӑш-пӗр хастар Владимир Путин патне видеоҫыру ӑсатнӑ. Виҫӗ минутлӑх роликпа вӗсем тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Ҫав шутра Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева ӗҫрен кӑларма та ыйтнӑ. Видеороликпа паллашнӑ хыҫҫӑн республика ертӳҫи Михаил Васильевич Игнатьев Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрне Сергей Неяскина ҫӑхавланӑ. Унта вӑл видеоҫыру республикӑри социаллӑ-политика тӑрӑмне тӑнӑҫсӑрлантарать тесе пӗлтернӗ, суйса ҫырнӑ тесе палӑртнӑ. Право хуралҫисем видеоҫырӑва лингвистика экспертизи ирттерсех хакланӑ. Анчах пуҫиле ӗҫ пуҫарма сӑлтав тупман. Тамара Манаева вара Элтепер суйса евитленӗ тесе ҫырма хатӗррине пӗлтернӗ. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |