Кӳршӗре
![]() Альберт Разин Удмурт Республикинче паян инкек сиксе тухнӑ. Альберт Разин ӑсчах хӑйӗн тӑван чӗлхине хӳтӗлесе пӗчченле пикета тухса тӑнӑ. Кӑшт каярахпа вара вӑл хӑйне чӗртсе янӑ. Вырӑнта пулнӑ ҫынсем ҫулӑма тӳрех сӳнтереймен. Вунӑ минутран ҫитнӗ пушарпа кӗрешекенсем ҫеҫ ӑна сӳнтерме пултарнӑ. Ун хыҫҫӑн ӑсчаха пульницӑна леҫнӗ. Хӑйне ҫунтарса янӑ ӑсчах сывалайман, пулницӑра вилсе кайнӑ. Альберт Разин — философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Удмуртин тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ. Вӑл 79 ҫулта пулнӑ. Удмурт чӗлхине аталантарассишӗн тӑрӑшнӑ, «Удмурт Кенеш» наци юхӑмӗн ӗҫне хутшӑннӑ. Ку пӑтӑрмах пирки каланӑ чухне влаҫрисем республикӑра чӗлхе тӗлӗшӗнчен лару-тӑру йӗркеллех тесе пӗлтернӗ, ӑсчахӑн хӑйне ҫунтарса яма сӑлтавсем пулман имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Ахаль ҫын ҫеҫ мар вӗт!
Сумлӑ ватӑ! Философи ӑславӗсен кандидачӗ! Ахаль ҫын ҫеҫ пулнӑ пулсан, "ухмаха ернӗ" тенӗ пулӗччӗҫ те, ҫавӑнпа сӑмаха вӗҫлеме те пулатчӗ. Кунта апла каланипе ҫеҫ ҫырлахаймастӑн.
Ку ҫын пуҫ хунӑ май унӑн тӑванӗсемпе пӗрле хурланас пулать.