Сумлӑ сӑмах
Культура
Юлашки тапхӑрта чӑваш ача-пӑча литератури Марина Карягинан икӗ ҫӗнӗ кӗнекипе пуянланчӗ. 2017 ҫулта Чӑваш издательстви унӑн «Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» сӑвӑсемпе хӑвӑрткаларӑш пуххине пичетлесе кӑларчӗ. Пӗлтӗр вара «Ҫӑкӑрпа сахӑр» калавсемпе сӑвӑсен кӗнеки кун ҫути курчӗ. Иккӗшӗ те ачасемпе ҫамрӑксем валли хатӗрленӗ алҫыру хайлавӗсен конкурсӗнче ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗҫ. Пӗрремӗш кӗнекине кӗҫӗн ҫулхи шӑпӑрлансене халалланӑ. Ҫак ӳсӗмри ачасемшӗн ҫывӑх темӑна — тӑван халӑхпа хамӑр тавралӑх ҫинчен ҫырассине — тӗпе хунӑ. Геройӗсем — шкул ҫулне ҫитейменнисем тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсем. Автор вӗсен чӑн пурнӑҫне, айкашӑвӗсемпе хӑтланӑвӗсене сӑнласа кӑтартать. Ӳкерчӗкӗсем — чӑваш пепкисен кун-ҫулӗнчен илнӗскерсем: чӗрӗ те кӑсӑклӑ, ӗнентерӳллӗ. Пӗрре пӑхсан, вӗсенче тӗлӗнмелли нимӗн те ҫук пек: чӗвӗлтисен кулленхи айланӑвӗнчи ахаль пулӑмсем кӑна темелле. Анчах та ҫыравҫӑ сюжета пӗлсе тата ӑста йӗркелеме, ӑсласа калӑплама пӗлнӗрен асра юлаҫҫӗ, туртса тӑраҫҫӗ. Акӑ, «Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» сӑвӑра виҫӗ героя куратпӑр: аппа, тете тата ача. | ||
Республикӑра
![]() Канаш районӗнче пурӑнакан арҫынна, ачана тапӑннӑскере, суд юсанмалли колоние 12 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет. Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫӗрле вӑл килте ӳсӗр пулнӑ. 5 ҫулти хӗрачан амӑшӗ ҫав вӑхӑтра ҫывӑрнӑ, ку вара пӗчӗкскере тапӑнса ясар шухӑшӗсене пурнӑҫланӑ. Ҫӳлерех асӑннӑ ведомство пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, следстви вӑхӑтӗнче хӗрачапа психика-диагностика, реабилитаци тата профилактика мероприятийӗсем ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи арҫыннӑн 13 ҫулти ывӑлӗшӗн алимент тӳлемелле. Анчах вӑл амӑшӗн ҫуртӗнче пропискӑра тӑнӑ, унта вара пурӑнман, ниҫта та ӗҫлемен. 48 ҫулти парӑмҫа приставсем шыранӑ, анчах ҫур ҫул иртсен те тупайман. Нумаях пулмасть приставсем тепӗр парӑмҫӑ патне ҫул тытнӑ. Утнӑ чухне хайхискерсем чарӑнура пӗр арҫын тӑнине, вӗсене курсан вӑл ҫаврӑнса урӑх еннелле утнине, пӑшӑрханса ӳкнине асӑрханӑ. Ҫав арҫын шӑп та лӑп шыравра пулни иккен! Ӑна суд приставӗсен уйрӑмне илсе ҫитернӗ, алимент тӳлеменшӗн административлӑ протокол ҫырнӑ. Суд вӑл айӑплӑ тесе йышӑннӑ, 40 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗнче тӑрӑшакан Андрей Александров малашне те ҫав должноҫре пулӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмра вырнаҫтарнӑ пост тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Михаил Васильевич ҫырнӑ тӑрӑх, Андрей Александровӑн полномочине тӑсма Раҫҫейӗн ӑслӑлӑх тата аслӑ пӗлӳ министрӗ Михаил Котюков приказӗпе ҫирӗплетнӗ. «Университет малашне те ҫирӗппӗн аталанса пырасса, пысӑк квалификациллӗ, ӗҫ рынокӗнче кирлӗ специалистсене туптакан никӗс пулса юласса шанатӑп», — тенӗ Михаил Васильевич. Чӑваш Ен Элтеперӗ студентсене те (ЧПУра вӗсен йышӗ 18 пинпе танлашнине палӑртнӑ), профессорсемпе преподавательсене, ӗҫ коллективне те Андрей Александрова ректорта хӑварнӑ ятпа саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти ача пахчисенчен пӗрне ҫӳрекен шӑпӑрлансем пӗлтӗрхи ҫуллахи пӗр кунхине харсӑрланнӑ. Урама уҫӑлма илсе тухнӑскерсем веранда хыҫне кайнӑ та ача пахчин картин леш енче ларакан машинӑна чулпа пеме тытӑннӑ. Автомобиль сигнализацийӗ темиҫе хут та ӗҫлесе кайнӑ. Пӗчӗкскерсем пӗрех чарӑнман. Кантӑка ватни, сӑрӑна сиенлени пирки транспорт хуҫи пакунлисене пӗлтернӗ. Полици машинӑна ача пахчине ҫӳрекен икӗ шӑпӑрлан сӑтӑр кӳнине палӑртнӑ. Машина хуҫи пӑтӑрмах пирки судах ҫитнӗ. Унта вӑл тӑкака ача пахчинчен шыраса илме ыйтнӑ. Ачасен ашшӗ-амӑшне те ответчик евӗр тунӑ. Шупашкар хулинчи Мускав район сучӗ тӑкака ача пахчинчен шыраса илме йышӑннӑ. Шӑпӑрлансем ҫав вӑхӑтра унта пулнӑ-ҫке, ашшӗ-амӑшӗпе мар. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Спорт
![]() Етӗрне районӗнче ҫуралса ӳснӗ Александра Козлова Европӑра йывӑр атлетика енӗпе кӑҫал иртекен чемпионата хутшӑнӗ. Ӑна Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗме тивӗҫнӗ. Етӗрне районӗн хӗрӗ В. Краснов ячӗллӗ Шупашкарти Олимп резервӗн училищин стажерӗ шутланать. Пултарулӑхне Шупашкарти Валериан Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче туптать. Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Александра аслисен Европа чемпионатне унччен хутшӑнман. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче вӑл 23 ҫулчченхи юниорсен Европӑри ӑмӑртӑвӗнче вӑй виҫнӗ. Геннадий Иванов тренер патӗнче ӑсталӑха алла илекенскер 63 килограмчченхи виҫере ун чухне кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. 21 ҫула ҫитиччен юниоркӑсен Европа чемпионатӗнче (ӑмӑрту Албанире 2017 ҫулта иртнӗ) хӗр ылтӑна тивӗҫнӗ. Хальхи чемпионат Грузири Батуми хулинче ака уйӑхӗо 6-13-мӗшӗсенче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Паянтан, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, вырӑнти ял хуҫалӑх продукцине сутмалли «Ҫуркунне – 2019» уйӑхлӑх пуҫланнӑ. Акципе килӗшӳллӗн, суту-илӳ точкисем тӑватӑ вырӑнта ӗҫлӗҫ. Мускав районӗнче ял хуҫалӑх продукцине икӗ адреспа туянма май пур, Ленин тата Калинин районӗсенче пӗрер вырӑнта сутӗҫ. Акци ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырӗ. Вырӑнти хуҫалӑхсен продукцине туянас килсен Шупашкарта ҫак вырӑнсене ҫитмелле: «Николаевски» суту-илӳ комплексӗ, Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн урамӗнчи «Дар» тулли мар яваплӑ общество, «Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ» суту-илӳ комплексӗ, «Ҫурҫӗр» суту-илӳ комплексӗ умӗнчи лапам. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Патӑрьел район прокуратури асӑннӑ тӑрӑхри тӳре-шара ӗҫри машинӑпа канмалли кун усӑ курнине тупса палӑртнӑ. Ҫӳллех мар вырӑнта ҫемҫе пукан йышӑнаканскерсем ҫапла хӑтланнине надзор органӗ коррупци тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем ҫинчен калакан федераци саккунӗсене пӑсни тесе хакланӑ. Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тата Патӑрьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ канмалли кун Патӑрьел район территорийӗн тулашне ӗҫри машинӑсемпе кайнӑ иккен. Ҫав ҫулҫӳрев ӗҫпе ҫыхӑнман-мӗн. Прокуратура ҫакна Раҫҫейӗн Административлӑ кодексӗн 19-мӗш статйин 1-мӗш пайне пӑсни пулать тесе йышӑннӑ. Патӑрьел районӗнчи миравай тӳре хайхи тӳре-шарана администратвилӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сывлӑх
![]() Акан 1-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 1-мӗшӗччен Чӑваш Енре хӗрлӗхене (корь) хирӗҫ иммунизаци ирттерӗҫ. Ку юлашки вӑхӑтра Раҫҫейре ҫак чир сарӑлса пынипе ҫыхӑннӑ. Юлашки виҫӗ уйӑхра ҫӗршывра хӗрлӗхенпе чирленӗ 800 ытла тӗслӗхе палӑртнӑ: Мускавра, Мускав, Чулхула, Владимир, Иваново облаҫӗсенче тата ытти регионта. Вӑл Чӑваш Ене ҫитес хӑрушлӑх та пур. Юлашки хутчен кунашкал чир Чӑваш Ене Мускав облаҫӗнчен лекнӗ. Чӑваш Енре унччен ҫак чирпе чирлемен, прививка туман 18-35 ҫулсенчи ҫынсене прививка иммунизацийӗ тӑвӗҫ. Ҫавӑн пекех хӗрлӗхенпе чирлес хӑрушлӑх пысӑк ҫынсене, 36-55 ҫулсенчисене, тӑвӗҫ: медицина, суту-илӳ, транспорт, социаллӑ, коммуналлӑ тытӑмсенче, вахта мелӗпе ӗҫлекенсене, мигрантсене. Икӗ прививка тӑвӗҫ: вакцинаци тата ревакцинаци. Вӗсен хушши виҫӗ уйӑхран сахал мар пулӗ. Кунсӑр пуҫне наци календарӗпе прививка туман 2-17 ҫулсенчи ачасене иммунизаци тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Амӑшне вӗлернӗПӑтӑрмахсем
![]() «Ача-пӑча ту хӑвна савӑнма, умна саппун ҫак куҫҫульна шӑлма», — тесе пӗр юрӑҫ юрални аса килчӗ ку хура хыпара пӗлсен. Ҫӗрпӳ хулинче пурӑннӑ хӗрарӑм пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вилни пирки унӑн 33-ри ывӑлӗ тухтӑрсене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Шурӑ халатлисем ухмах мар — хӗрарӑм кӗлетки кӑваккине курнах-тӑр. Кӗҫех ку инкеке тӗпчевҫӗсем тишкерме тытӑннӑ. Судпа медицина экспертизи вӑхӑтӗнче хӗрарӑм хӑй вилӗмӗпе вилменни ҫиеле тухнӑ. Унӑн аяк шӑммисем хуҫӑк пулнӑ, шалти органӗсем сиенленнӗ. Ҫынна ятарласа йывӑр сиен кӳнипе, асӑрханмасӑр вӗлернӗшӗн арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, амӑшӗпе ывӑлӗ малтанхи каҫ эрех ӗҫнӗ, унтан тавлашса кайнӑ. Унтан ывӑлӗ тӑван амӑшне хӗнесе пӗтернӗ. Тепӗр кун ирхине хӗрарӑм вилсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.